АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ пирки _ канашлу

31 декабря 2014 г.

 Районта çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынă.

Ларăва ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти çул-йĕре пăхса тăракан подряд организацийĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Комисси ларăвĕнче районти ГИБДД начальникĕ А. Петров 2014 çулхи вун пĕр уйăхри çул çинче пулнă аварисене пĕтĕмлетнĕ. Асăннă тапхăрта 45 авари пулнă, вĕсенче 12 çын вилнĕ, 60-шĕ аманнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан аварисен шучĕ 4,7 процент, вилнисен 300 процент, аманнисен 9,1 процент ỹснĕ.

Çул çинче пулакан инкексен пысăк сăлтавĕсенчен пĕри _ водительсем ỹсĕрле çула тухни (22 процент). Ачасемпе пулнă тата çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилине пăхăнманнипе регистрациленнисем те пур.

Мероприятие хутшăннисем умĕнче хĕллехи тапхăрта районти çул-йĕре пăхса тăракан подряд организацийĕсен представителĕсем _ В. Рубцов, Ф. Пукачев, И. Тазюков, Л. Пыркин _ хăйсен ĕçĕ пирки отчетсем туса панă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика