АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ют çынсен йăнăшне эпир тăвар мар"

14 января 2015 г.

Çак шухăшпа пĕтĕмлетрĕ калаçăва район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов районти организаци, предприяти, учреждени ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ анлă ларăва. Районти тĕрлĕ шайри ертỹçĕсен умне 2015 çулхи пĕрремĕш планеркăрах çирĕп тĕллев лартма вара сăлтавĕ те пур. Николай Иванович малтанах паян тĕнче, Раççей, Республика, район шайĕнче пурне те пăшăрхатаракан ыйтусене çивĕчлетрĕ, тăнăç та лăпкă, тату пурнăç хамăртанах килнине палăртрĕ.

Ку чухне Раççей, республика правительстви шайĕнче апат-çимĕç хакĕсене сăнаса, йĕрлесе тăрас ыйту малти планрисен шутĕнче. Халăха канăçсăрлантаракан проблемăна районта та хак енĕпе ĕçлекен ятарлă органсем танлаштарсах тăраççĕ. Сăмахран, мĕншĕн пĕр лавккара çăкăр 20 тенкĕ, тепринче вара çавăншăнах 23 тенкĕ кăларса хумалла? Кĕрпе, пахча-çимĕç хакĕсем те шайлашуллă пулмалла, пĕр-пĕринчен çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăмалла мар. Ку районти суту-илỹ предприятийĕсене, магазинсене çеç мар, аптекăсене те пырса тивет. Е тата район центрĕнче вырнаçнă виçĕ банк филиалĕн кредит илмелли процент ставкисем те пĕр-пĕринчен питĕ уйрăлса тăнине те палăртрĕ район администраци пуçлăхĕ. "Çĕнĕ çулта мĕн пур шайри бюджет чакнине пăхмасăр халăха кăлăхах пăлханмалли сăлтав туса памалла мар, ĕç укçине те вăхăтра памалла, предприятисене тухăçлă ĕçлеттермелле. "Пиçиххисене" хытăрах çыхма тивет пулин те, пĕрлехи вăйпа йывăрлăхсене çĕнтерсе пымалла" _ çапла тĕллев лартрĕ Николай Иванович зала пуçтарăннă ертỹçĕсен умне.

Район шайĕнчи конкретлă ыйтусем тавра калаçу пуçариччен полици начальникĕ А. Фомин районти шалти ĕçсен пайĕн 2014 çулхи ĕç итогĕпе, районта оперативлă служба преступлени тăвакансемпе мĕнле кĕрешнипе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Андрей Васильевич çĕнĕ çулта вырăнсенче çамрăк дружинниксен пĕлтерĕшне ỹстермеллине те каларĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсенче пакунлисен пĕрремĕш пулăшаканĕсем пулсан çеç ĕç курăмлă та, усăллă та пулĕ.

Канашлура районти çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ П. Васюков кĕркуннехи призыв итогĕпе тата призыв комиссийĕн ĕçĕпе, районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев пушарниксем иртнĕ çула мĕнле вĕçленипе тата уяв вăхăчĕсенче "01" служба парăнтарнă инкексемпе, çын пурнăçĕпе, пурлăхĕпе çыхăннă пушарсенчен хăтăлас тĕллевпе профилактика ĕçне вăйлатмаллипе çыхăннă ыйтусемпе паллаштарчĕç.

Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне тытса пыракансем Кăшарни уявне паллă тăваççĕ. Çак кун иртнĕ çул районти çынсем вун икĕ вакра шыва кĕрсе хăйсен çылăхĕсене çăмăллатнă. Йăлана кĕнĕ мероприяти кăçал та иртĕ. Çавăнпа та райадминистрацин ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Г. Каллин ваксенче шыва кĕнĕ чухне пăхăнмалли йĕркесем пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика