14 января 2015 г.
Хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕнче, декабрьте, юр ытлашши çусах каймарĕ. Анчах Çĕнĕ çула кĕнĕренпе шурă пĕрчĕсем çỹл тỹперен тăкăнсах тăраççĕ, çавна май çул-йĕр ĕçченĕсен пушă вăхăт çукпа пĕрех. "Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн районти Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленинче вăй хуракансем куллен тенĕ пекех çынсем тутлă тĕлĕк тĕлленсе çывăрнă чухнех ĕçе васкаççĕ. Ирхи автобуссем рейса тухиччен район, республика шайĕнчи çулсене тасатма хăватлă техникăна хускатаççĕ. Çĕр каçа хỹнĕ юра хырнисĕр пуçне пăрлă вырăнсене хăйăрпа тăвар сапаççĕ. Ятарлă хутăша кĕркуннех 4000 тонна хатĕрленĕ.
_ Çул тасатма пурĕ 16 техника хутшăнать: 5 КамАЗ, Т-150 маркăллă трактор, автогрейдер... Вĕсем кирек хăçан та çĕмрĕлме пултараççĕ, çавна май вĕсене тирпейлесе тăма юсав пайĕсем çителĕклĕ. Вырăнтах юсатпăр. Талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те çанталăк пăсăлма пултарассине шута илсе, управленинче кунĕн-çĕрĕн дежурство йĕркеленĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук, _ тесе пĕлтерчĕ управлени ертỹçи Валерий Рубцов.
Çул-йĕр ĕçченĕсем автобуссем чарăнакан павильонсем, кĕперсем çинчи юрсене те вăхăтра тасатса тăраççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)