АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Мучипе Юр пикесем _ уяв картинче

14 января 2015 г.

Раштав сивви шатăртатнине пăхмасăрах кăрлачăн 7-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп площадьре районти ял тăрă-хĕсенчи Хĕл Мучисемпе Юр пикесем уяв картине пуçтарăнчĕç.

Районти Çамрăксен парламенчĕ тата правительстви пуçарнă социаллă проектпа ("Академия Деда Мороза") ял тăрăхĕсенчи йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем валли Çĕнĕ çул уявĕсем йĕркелесе ирттернĕччĕ. Халĕ вара Çĕнĕ çулăн тĕп сăнарĕсем юмахсенчи персонажсемпе пĕрле юрласа та ташласа администраци умне пуçтарăнчĕç, çынсене савăнтарчĕç.

Хĕл Мучисемпе Юр пикесене, уява пуçтарăннă халăха район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламларĕ, качака çулĕнче ăнăçупа, çирĕп сывлăхпа пурăнма сунчĕ.

Пĕчĕк Хĕл Мучи, качака тата Юр пике (С. Портнов, А. Михайлова, Р. Шрша) пуçтарăннă халăха ĕнтĕркеме памарĕç, ташă картине (флешмоб) йыхравларĕç. Ял тăрăхĕсенчи хăнасем тата курма пынă халăх карталанса ташларĕ, Çĕнĕ çул юррисене юрларĕ. Уява хутшăннă Хĕл Мучисемпе Юр пикесем тĕрлĕ номинацире çĕнтерỹçĕ ятне илме тивĕçрĕç. Вĕсене Çамрăксен правительствин председателĕ Чулпан Ишмуратова тата Çамрăксен парламенчĕн председателĕ Дмитрий Федоськин саламларĕç, Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Проектăн авторĕ тата ертỹçи А. Антонова вара малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ. Алина Владимировна вĕрентỹ пайĕнчи Çамрăксен канашĕн председателĕ, çавăн пекех Çамрăксен парламенчĕн тата правительствин членĕ те. Çавна май ялсенчи яш-кĕрĕме, волонтерсене районти обществăлла ĕçсене хутшăнтарас тата пушă вăхăчĕсене интереслĕ ирттерес тĕллевпе социаллă проектсем нумай йĕркелет.

Паллах, лăпкă пурнăçпа пурăнма хăнăхнă çамрăксене илĕртсе тухма та çăмăлах мар. Ку вăл ял тăрăх пуçлăхĕсенчен те килет пулĕ. Çĕнĕ çулхи уяв картинче Алманчă, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Турхан, Ишлĕ ял тăрăхĕсен çамрăкĕсем курăнманни, паллах, пăшăрхантарать.

"Çакнашкал мероприятисем ирттерни район халăхĕшĕн интереслĕ пулĕ тетĕп. Акă, сентябрьте пĕрремĕш класс ачисем валли йĕркеленĕ фестиваль те питĕ кăмăллă иртрĕ. Унта пурĕ 400 ытла ача хутшăнса савăнма пултарчĕ. Кунта районти пĕтĕм шкул хутшăнни питĕ кăмăллă, вăл малалла ĕçлеме хавхалантарать. Çавăн пекех иккĕмĕш çул июнĕн 1-мĕшĕнче "Ачасене савăнăç парнеле" флешмоба хутшăнатпăр. Ку проекта кашни çул çĕнетсе пырса Патăрьелĕнчи, Хирти Пикшикри, Ишлĕри, Первомайскинчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри, Турханти, Анат Тăрмăшри, Шăхачри ачасене савăнтарма ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ.

Кăçал та ытти ял тăрăхĕсенчи ачасемпе тĕл пулма ĕмĕт пур.

Çакнашкал мероприятисемпе пĕрлех тата çĕнĕ проектсем те çуралаççĕ.

Районти вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксем питĕ те маттур, кирек мĕнле ĕçе те хаваспах хутшăнаççĕ. Çамрăксен парламенчĕн тата правительствин членĕсем те шухăшланисене пурнăçа кĕртме яланах хатĕр. Уйрăмах вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов çак проектсене ĕçе кĕртме майсем тупса парать", _ терĕ Алина Владимировна.

Н. НИКИТИНА, çамрăксен парламенчĕн пресс-секретарĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика