14 января 2015 г.
Раштав... Христос Çуралнă кун... Савăнăçлă, çутă, юратнă уяв! Чун-чĕре тем ырри пуласса кĕтекен савăнăçлă вăхăт... Тĕнчене çăлакан ỹтленсе çурални çынсене чĕрĕлĕх çутипе çутăлтарнă уяв ячĕпе Шăмăршăри культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ "Раштав çăлтăрĕсем" фестиваль иртнĕ. Унта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи православи чиркĕвĕсем çумĕнчи вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем, искусство шкулĕсен хастарĕсем, православи тĕнне хисеплекен ытти çынсем те хутшăннă. Урăхла каласан, "Раштав çăлтăрĕсем" хушшинче пĕчĕккисем çеç мар, аслăрах класра вĕренекенсем те пулнă, куракансене Тăван çĕр-шыва, мăнаçлă Раççее мухтакан юрăсемпе, акăш ташшиллĕ хусканусемпе савăнтарнă. Вĕсене курса Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн диаконĕ Сергий Горохов та сцена çине тухмасăр чăтайман, фестивале хутшăннисене кĕввипе çеç мар, сăмахĕсемпе те чуна тыткăнлакан юрă парнеленĕ.
_ Хамăрăн тĕн йăли-йĕркине тытса пырас тĕллевпе ачасен ачаш та черчен чĕри урлă эпир ашшĕ-амăшĕ патне тухатпăр, вĕсене пĕр-пĕрне юратма, Иисус Христос Туррăмăра шанса пурăнма хăнăхтарасшăн. Çавăн чухне çеç пирĕн çĕр-шывра тăнăçлăх хуçаланĕ, пурнăç хитререх пулĕ, _ тенĕ Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ Благочиннăйĕ Сергий Пегасов пурне те уяв ячĕпе саламланă май.
Хамăр корр.
Христос ăуралнç кун тропарỹ
Эй Христос Туррăмăр, Эсĕ çуралсан тĕнчене чăнлăх çутти çутатнă; çăлтăрсене пуççапса пурăнакансем çăлтăртан Сана, чăнлăх Хĕвелне, пуççапма вĕрентнĕ. Эсĕ Çỹлти Хĕвелтухăçĕ иккенне пĕлнĕ; эй Турă, мухтав Сана.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)