17 января 2015 г.
ÇАНТАЛĂКĂН кирек хăш вăхăчĕ те хăйĕн илемĕпе пуян. Вăл шутра шур кашмаллă хĕл кунĕ те. Анчах та эпир кăмăллакан мучи пире хур ан кăтарттăр тесен, хăш-пĕр йĕркесене хамăрăн та çирĕп пăхăнмалла. Акă, çак кунсенче урамра кăрлач уйăхĕ иккенне пăхмасăрах çурт тăррисенчи юр ирĕлсе пăр тумламне çаврăнчĕ, вăл вара тытăнса тăраймасăр пат! та пат! татăла-татăла ỹкет. Вăл çеç те мар-ха, юр катрамĕ те шăва-шăва анать. Урăхла каласан, утса пынă çĕртех аманма та, кирлĕ пулсан ĕмĕрлĕх куç хупма та пулать. Сахал-им ун пек тĕслĕхсем? Çакна тĕпе хурсах ĕнтĕ иртнĕ анлă ларура районти МЧС представителĕсем çурт тăррисене, çул-йĕре вăхăтра юртан тасатса тăмаллине çивĕчлетрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)