АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕн черетĕ

17 января 2015 г.

 Çырăвĕ Кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарĕ. Çырăва Михаил Васильевич ытлари кун парламентăн черетлĕ 27-мĕш сессинче вулĕ. Республика халăхĕ патне тухнă тĕп документра патшалăх политикин тĕп енĕсене, Чăваш Енри социаллă экономика программисен пĕтĕмлетĕвне палăртĕç. Çавăн пекех ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллевсем лартĕç. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăри халăхăн, общество организацийĕсен пĕрлĕхĕсен шухăшĕсене те шута илнĕ.

Вулакансене пĕлсе тăма: Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруне 12 сехетре Чăваш Енĕн официаллă порталĕнче www.cap.ru

, çавăн пекех "Россия 24" информаци каналĕпе, Наци телевиденийĕпе тата Наци радиовĕпе, Тăван радио передачисемпе тỹрремĕнех курма тата итлеме пулать.

Çакна та палăртса хăвармалла: Республика Пуçлăхĕ тăван халăх патне тухнă шухăшсем пурте Чăваш Ен аталанăвĕпе, халăх пурнăçне лайăхлатассипе, ырă малашлăхпа çыхăннăскерсем. Çутă пулăмсемпе асра юлнă 2014 çулхи Культура çулталăкĕнче Чăваш Ен Элтеперĕ пархатарлă ĕçсем тума палăртрĕ, çитĕнекен ăру çине тимлĕх уйăрмаллине те каларĕ. "Пирĕн çамрăк ăру çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Вĕсем пуян тăван культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма тытăнсан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырсан, халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку тĕлĕшпе пирĕн пурин те çине тăрса ĕçлемелле".

Иртнĕ çулхи Çырура çавăн пекех Михаил Игнатьев халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе çак шухăшсене уççăн калани, вăл вара çулталăк тăршшĕпех пурнăçланса пыни те кăмăллă. "Паян республикăра ĕç тăвакан влаç общественноçпа _ политика партийĕсемпе, общество организацийĕсемпе, прессăпа _ уççăн калаçма хатĕр".

Иртнĕ çулхи Çырура Республика Пуçлăхĕ çывăх вăхăтри бюджет пирки те конкретлă асăннă. Ун шайĕнче мĕн пур тĕп сферăри ĕç-хĕлех пырса тивекен Чăваш Республикин патшалăх 15 программи, çав шутра 69 çум программа та кĕрет".

2010-2014 çулсенче республикăра тĕрлĕ шайри 134 çухрăм автомобиль çулне туса хута янă, вăл шутра 30 çухрăмĕ регионпа муниципалитет, 104-шĕ вырăнти пĕлтерĕшлисем. Пĕлтĕр вара Мускавпа Уфана çити тăсăлакан федераллă участок çулсене тăвас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă.

Чăваш Республикин транспорт министерствин тĕп тĕллевĕ _ çул-йĕр çинчи хăрушлăха сиресси. Çак ыйту правительство шайĕнче те тĕп вырăнта. 2014 çул вĕçĕнче кăтартусем лайăхланнă: аварисен шучĕ чакнă, ачасемпе пулакан инкексем сахалланнă. Сăмах май каласан, пирĕн район 2014 çулта 12 федераллă программăна (44,5 миллион тенкĕлĕх), унсăр пуçне 11 республика программине (439,7 миллион тенкĕлĕх) хутшăнса тĕрлĕ отрасльте ырă улшăнусем тунă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика