17 января 2015 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви 2014 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа кашни кунах апат-çимĕç продукчĕсен хакне мониторинглать. Пурĕ 26 продукци. Çак вăхăтра çĕр улми, пахча-çимĕç, сĕт-çу продукчĕсен хакĕ ỹсни паллă.
Атăлçи федераци округĕпе илес пулсассăн Чăваш Республикинче пĕр килограмм çĕр улмин вăтам хакĕ _ 23,06 тенкĕ ( 5-мĕш вырăн), кишĕр _ 22,75 тенкĕ (6-мĕш вырăн).
Мониторинг ирттерме пуçланăранпа сĕт хакĕ палăрмаллах хăпарни курăнать.Август уйăхĕнчипе танлаштарсан унăн хакĕ 35,1 процент ỹснĕ. 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче пĕр литр сĕтĕн хакĕ 20,27 тенкĕ пулнă.
Атăлçи федераци округĕпе илес пулсассăн Чăваш Республикинче декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне çакăн пек хаксем пулнă: çемçе тата хытă сырсем _ 335,4 тенкĕ (2-мĕш вырăн), тулă çăнăхĕ _ 25,72 (2-мĕш вырăн), ыраш тата тулă-ыраш çăкăрĕ _ 28.29 тенкĕ (2-мĕш вырăн), тулă çăкăрĕ_ 31,76 тенкĕ (2-мĕш вырăн), сысна ашĕ _ 242 тенкĕ (2-мĕш вырăн), чăх какайĕ _ 123 тенкĕ (2-мĕш вырăн), мăйракаллă шултра выльăх аш-какайĕ _ 261,62 тенкĕ (4-мĕш вырăн).
Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи вăтам хаксене илес пулсассăн сĕт, çăмарта, купăста хакĕсем Чăваш Енре пысăкрах. Пĕр литр сĕт_ 44.62 тенкĕ, çăмарта _ 60,66 тенкĕ, пĕр килограмм купăста 29,71 тенкĕ тăраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)