АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магистраль пулатех

17 января 2015 г.

 Пысăк хăвăртлăхпа çỹ-ремелли "Мускав_Хусан" магистраль строительствине пуçарма 6 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Кунтан тĕлĕнмелли çук. Хăй вăхăтĕнче БАМ ХХ ĕмĕр стройки шутланнă пулсан _ çак магистраль ХХI ĕмĕр стройки пулса тăрасса шантараççĕ.

РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев заместитĕлĕсемпе ирттернĕ канашлура мĕн пур укçапа строительство пуçармашкăн хатĕрленме усă курассине пĕлтернĕ. "Кĕске вăхăтра инженери ĕçĕсене туса ирттермелле, _ тенĕ вăл. _ Проект документацине хатĕрлемелле, проектăн финанс кỹлепине палăртмалла".

Магистралĕн пĕтĕмĕш-ле проект хакĕ 1 триллион тенкĕрен те иртет. Объекта хута яма РФ Президенчĕ Владимир Путин сĕннĕ. Пысăк хăвăртлăхпа çỹремелли магистрале тăватта пайлама палăртнă: Мускав _ Владимир, Владимир _ Чулхула, Чулхула _ Шупашкар, Шупашкар _ Хусан, " Раççей чукун çулĕсем" компани тăвакан лаптăка çеç патшалăх пулăшĕ. Ыттине концессисен шучĕпе (уйрăм секторсенчен патшалăхăн тупăшлă сĕнĕвĕсемпе улăштарса илнĕ укçа-тенкĕпе) тăвĕç. Федераци бюджетĕнчен 380 миллиард тенкĕ хывĕç. Кредит илме "Раççей чукун çулĕсем" АУОН нухратне, хушма субсидисене явăçтарма палăртаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика