АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "2014 çул çынни" кам пулĕ-ши?

17 января 2015 г.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕ ырă йăла-йĕркесемпе яланах пуян пулнă. Вун сакăр çул каялла район хаçачĕн калем ăстисен редколлегийĕн пуçарăвĕпе йĕркелесе янă "Çулталăк çынни" конкурс çултан-çул хăйĕн хисепне ỹстерсе пыни те Патăрьелсен хастарлăхне çирĕплетсе парать. Кăçал ăна вун виççĕмĕш хут йĕркелеме палăртатпăр.

Хальхинче ятарлă комиссине (председателĕ _ район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ В. Осипов) хаçатăн редакци коллегийĕн членĕсене çеç мар, тĕрлĕ шайри яваплă çынсене те кĕртнĕ: "Авангард" хаçатăн редактор тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н. Мазякова, хаçатăн пай пуçлăхĕ А. Егорова, Н. Кошелева обществăлла корреспондент, районти культурăпа кану центрĕн ертỹçи А. Овчинникова, райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ М. Волкова, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов.

Конкурсăн тĕллевĕ çавах _ 2014 çулта халăх хуçалăхĕпе социаллă пурнăçра хăйсен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе районта ят-сум çĕнсе илнĕ, район халăхĕшĕн пысăк ĕç тунă çынна палăртасси.

"2014 çул çынни" конкурса яланхи пекех район пичечĕн кунĕ тĕлне е февралĕн 8-мĕшĕнче пĕтĕм-лететпĕр.

Хăвăрăн шухăшăрсене редакцине кĕрсе е ятарлă алă пусса çирĕплетнĕ списоксем тăратса пĕлтерме пултаратăр. Иртнĕ çулхи пекех хаçат сайтĕнче электрон сасăлавĕ те пулĕ. Анчах та вулакансене çакна та аса илтерсе хăваратпăр: унăн кăтартăвĕсем çĕнтерỹçе палăртма кăна мар, пĕтĕмлетỹ тунă чухне шута илме кирлĕ пулĕç. Тĕп йышăнăва çỹлерех асăннă комисси членĕсем пăхса тухса пĕтĕмлетĕç.

Кăçалхи конкурса хутшăнма çаксене суйласа илнĕ:

В. Фролов _ Первомайскинчи "Шуçăм" халăх ансамблĕн ертỹçи;

Р. Ахметов _ районти тĕп больница хирургĕ;

В. Кузнецов _ "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи;

Н. Андреева _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ;

И. Хитров _ районти ветерансен канашĕн ертỹçи;

Г. Фомин _ Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ;

И. Шарафутдинов _ Именкассинчи фермер хуçалăхĕн ертỹçи;

Ф. Уфуков _ ООО "Полигон" директорĕ;

А. Иванов _ Патăрьел райповĕн

Турханти филиалĕн директорĕ; А. Афанасьев _ районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн завучĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика