17 января 2015 г.
Пирĕн çамрăк ăру çине тимлĕрех пăхмалла. Вĕсем хамăрăн пуян культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма пуçласан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрсан кăна халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрсах ĕçлемелле"
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Хĕллехи канмалли кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем пушă вăхăта мĕн туса ирттернине тĕпчес тĕллевпе районти депутатсен Пухăвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Çамрăксен парламенчĕн членĕсемпе пĕрле тĕрлĕ яла çитрĕмĕр, яш-кĕрĕмпе курнăçрăмăр.
Шăнкăртам, Первомайски, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Пăлапуç Пашьел, Нăрваш Шăхаль, Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕсемпе каччисем час-часах каток çине çỹреççĕ. Хоккей турнирĕсене хутшăнаççĕ. Çамрăксем хăйсен калаçăвĕнче волейболла выляма спортзала çỹренине те палăртрĕç. Турхан, Чемен енчисем йĕлтĕрпе ярăнма юратнине пĕлтерчĕç. Яш-кĕрĕм спортпа тусли чăннипех те савăнтарать.
Пăлапуç Нурăсри культура çуртне пырса кĕрсен интереслĕ уяв каçне лекрĕмĕр. Çамрăксем чăрăш тавра Çĕнĕ çул юррисене шăрантарса çаврăнатчĕç. Кĕвĕ чарăнсанах ĕлĕкхи-авалхи юрăсене янратаççĕ. Кун пек мероприятие ялта кашни çулах йĕркелеççĕ. Çакă асатте-асанне йăли-йĕркине упрама май парать. Пăлапуç Пашьел, Сăкăт, Хирти Пикшик, Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль хĕрĕсемпе каччисем Çĕнĕ çул хаваслăхне малалла тăсма тĕрлĕ ташă тата кану каçĕсем тăваççĕ.
_ Çамрăксем питĕ маттур. Кирек мĕнле уява та шкулсемпе пĕрле йĕркелетпĕр. Килĕштерсе ĕçлесен çитĕнỹсем пулаççĕ, _ пĕлтерчĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи культура ĕçченĕ Н. Гордеев.
_ Пирĕн тĕрлĕ конкурс, уяв йĕркелеме пур услови те пур. Ĕçлес килсех тăрать, çапах та ял халăхĕн активлăхĕ чакса пыни, клубалла утма пăрахни пăшăрхантарать, _ терĕ Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн директорĕ В. Сеприханов çамрăксен канăвĕ пирки сăмах хускатсан.
Первомайски ял тăрăхĕнче шоу-конкурссем пулсах тăраççĕ. Ташă каçĕсем йĕркелеме ял тăрăхĕ пулăшнипе çутă, музыка апппаратурисем туяннă. "Шуçăм" тата "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕсем "Раштав вăрттăнлăхĕсем" кану каçне ирттернĕ. Унта Çĕньялти "Илем" ансамбль те хутшăннă. Уява çамрăксем пыни питĕ савăнтарать.
Патăрьелĕнчи хĕрсемпе каччăсем юлташĕсемпе юлашки вăхăтра уçăлнă кафесенче тĕл пулаççĕ.
Турхан, Тăрмăш енне кайсан район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе Н. Еремеевпа тата С. Манзуркинпа курнăçрăмăр. Вĕсем çамрăксем пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесен тĕрлĕ конкурс йĕр-келемеллине, уявсене кирлĕ шайра ирттермеллине, кружоксемпе спорт секцийĕсене явăçтарассине вăйлатмаллине палăртрĕç.
Шăнкăртам çамрăкĕсем пĕр ỹркенмесĕрех кашни урамри ачасене тенĕ пек елка тавра юрлаттарса ташлаттарнă. Ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов яш-кĕрĕм хатĕрлекен мероприятисене яланах тĕпе хурать. Районти конкурссенчен те айккинче юлмаççĕ.
Алманчăсем концертпа çывăхри ялсене тухса çỹренĕ. Тутар Сăкăтĕнче пурăнакансем те тунсăхласа лармаççĕ. Çĕнĕ шкул çывăхĕнчи каток çинче ватти-вĕтти конькипе ярăнать. Мероприятисем те çине-çинех иртеççĕ.
Канмалли кунсем тăршшĕпех районти культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем (47 культура çурчĕ, 36 библиотека) тĕрлĕ кану каçĕ йĕркелерĕç, анчах кашни ялтах мар. Хăш-пĕр çĕрте клуб хурал пỹрчĕ вырăнĕнче кăна. Пухăннисем картла выляççĕ, эрех-сăрана та айккинелле чышса ямаççĕ. Культура çурчĕсене пысăк çăра сыхланине те курма тиврĕ. Çамрăксем урамра сивĕ пулнипе шăл шаккаса тăраççĕ. Паллах, ниçта кайма çук хĕрсемпе каччăсен пуçне ырă шухăшах кĕмест ĕнтĕ: преступлени çулĕ çине тăрасси те куç кĕретех.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче пултаруллă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпех тĕрлĕ конкурс, фестиваль йĕркелеççĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех специалистсем яш-кĕрĕмпе ытларах ĕçлесен вĕсене хутшăнакансем те ытларах пулĕччĕç.
А. АНТОНОВА, район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнче йĕркеленĕ парламентăн, вĕрентỹ, культура тата Çамрăксен политикин комитечĕн председателĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)