17 января 2015 г.
Пурнăçра нимĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Вăл шутра кил-тĕреше туххăмрах кĕл купине çавăракан пушар та. Тĕрлĕрен сăлтавпа хур кăтартакан вут-çулăм "ура айĕнченех" сиксе тухасси вара чылай чухне хамăртанах килет: вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран, электрокăмакасемпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманран, юсавсăр кăмакапа усă курнăран, кил-çуртрах чикарккă мăкăрлантарнăран тата ытти те. Кăçал вара пирĕн районта çулталăк пуçламăшĕнчех чан çапмалла пулса тухрĕ.
2014 çулта республикăра 1032 пушар пулнă, вĕсенче 96 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 106-шĕ аманнă. Çак тапхăрта пирĕн районта вара пушарниксен 35 хутчен вут-кăварпа куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ, кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 22 процент сахалтарах. Маларахри çулпа танлаштарсан вилекенсен шучĕ те пĕчĕкрех. Пушарсен ытларах пайĕ, 91 проценчĕ, уйрăм хуçалăхсенче пулнă. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан çак кăтарту уйрăмах Çĕнĕ Ахпỹртсен (50 процент), Шăнкăртамсен (150 процент), Нăрваш Шăхальсен (200 процент), Турхансен (33 процент), Алманчăсен (200 процент) пысăкрах.
Районти пушар надзорĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем ытти яваплă орган представителĕсемпе çулталăк тăршшĕпех ял хуçалăх предприятийĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче, социаллă объектсемпе чиркỹсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе ятарлă рейдсем ирттернĕ. Вĕсем хушшинче планпа пăхнисем çеç 28 объект. Тĕрĕслев итогĕпе вара кашни ертỹçĕнех административлă яваплăх тыттарнă, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас тĕллевпе туса çитермен çитменлĕхсене пĕтерме предписанисем çырса хăварнă. Анализ çакна кăтартса парать: тĕрĕслевсем хыççăн асăрхаттарса хăварнă çитменлĕхсен 94 процентне срокпа палăртса хăварнă вăхăтра пĕтереççĕ.
2014 çулта административлă право йĕрки çинчен калакан ĕç пуçарнă хыççăн 71 çынна штраф пама тивнĕ. Вăл шутра 56-шĕ _ уйрăм граждансен ячĕпе, хура списока çакланнă должноçри çынсем 15ĕн. Мĕн пурĕ вĕсене 147 пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ, ыттисен ĕçне суда ярса панă.
Çулталăк тăршшĕпе йĕркеленĕ "Пурăнмалли çурт-йĕр _ 2014" операци вăхăтĕнче пушар надзорĕн сотрудникĕсемпе йĕрке хуралĕн яваплă çыннисем 2664 уйрăм хуçалăха çитсе сакăр пин ытла çынпа тĕл пулса калаçу ирттернĕ, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки асăрхаттарнă.
Районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем профилактика тĕллевĕпе вырăна тухса сахал мар ĕç тăваççĕ пулин те, çав-çавах хăрушă инкекрен асăрханман çăмăлттайсем тупăнсах тăраççĕ. Çĕнĕ çул хыççăн çеç Шăнкăртам ял тăрăхне кĕрекен Кзыл Камыш ялĕнче 1966 çулхи арçын пушарта çунса вилчĕ. М. Хасяновăн пурнăçĕ синкерлĕ çаврăнса тухни вара хăйĕнчен çеç килнĕ. Ỹсĕр арçын пỹртĕнчех чикарккă туртнă, асăрханасси пирки вара шутламан та пулас. Сăмах май каласан, çак арçын хăйĕн çăмăлттайлăхĕпе маларах пĕр хутчен пушарта шар та курнă. Ун чухне ăна тăван-пĕтенĕпе ял тăрăхĕ пулăшса çурт та туса панă, анчах та çакскер ыр кăмăллăха нимĕн вырăнне те хуман курăнать... Вунă кунта çеç пирĕн районта виçĕ хутчен пушар тухрĕ. Çакă пуриншĕн те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пысăк ыйту пулмалла.
В. ЯКОВЛЕВ, районти пушар надзорĕн начальникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)