17 января 2015 г.
Культура çулталăкĕ шкулта вĕренекенсемшĕн те ĕçлĕ иртрĕ. Ноябрьпе декабрь уйăхĕсенче вĕсем район шайĕнче 22 предметпа олимпиадăсенче тупăшрĕç. Маларах вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне шкулсенче тĕрĕсленĕ. Вырăс, чăваш, тутар чĕлхисене, литературине, математикăна, географипе экономикăна, физикăпа химине, историне, биологине, физкультурăна, ыттисене тарăннăн алла илекенсем сахал мар. 28 вĕрентỹ учрежденийĕнчен 1711 ача хутшăнчĕ олимпиадăсене. Тĕп предметсемпе тĕрĕслевсене 7 класран пуçласа явăçрĕç.
Паян çакна палăртма кăмăллă: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта (66 çĕнтерỹçĕпе призер), Нăрваш Шăхалĕнчи, Ыхра Çырминчи, Туçари вăтам шкулсенче (21-шер çĕнтерỹçĕпе призер) пĕлỹ пухакансем малти вырăнсене йышлăн тухса савăнтарчĕç. Тĕп шкулсене çỹрекенсенчен Ишлĕре вĕренекенсен тавра курăмĕ анлăрах пулнине палăртмалла.
Пурĕ 282 вĕренекен çĕнтерỹçĕ шутне кĕчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи 7 класри С. Устимова, Туçари вăтам шкулти 8 класри А. Плешковапа 10 класри Е. Плешков, Нăрваш Шăхалĕнчи 11 класри О. Митрофанова, Ыхра Çырминчи 7 класри Р. Алеева тăватшар, Турханти 8 класри М. Алексеева, Ыхра Çырминчи 9 класри Р. Зейнетдинова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Кошкина, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулти Л. Муксеева, Хирти Пикшикри 10 класри Д. Пестров, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулти 8 класри В. Савдерова, пĕрремĕшĕнчи 11 класри Ю. Токмакова, Аслă Чементи 7 класри К. Фролова виçшер предметпа малтисен шутне кĕчĕç.
40 вĕренекен вара икшерĕшĕнпе призер пулнишĕн те савăнмалла.
Çĕнтерỹçĕсен çакăнпа çеç ĕç вĕçленместь-ха. Вĕсен хăйсен пĕлĕвне тата регион шайĕнчи тупăшура кăтартмалла. Кашнийĕшĕ шкул чысĕсене çỹлте тытасса шансах тăрас килет.
Н. ФЕДОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)