АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран çỹрекенсен те асăрханмалла

17 января 2015 г.

 Кăрлачăн 16 _ 17-мĕшĕ-сенче республикăра кашни уйăхра иртсе пыракан "Пешеход. Пешеходный переход" операци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ çуран çỹрекенсен, водительсен çул-йĕр культурине ỹстересси, çул çинче пулакан аварисен йышне чакарасси. Çакнашкал профилактика мероприятийĕсем районта час-часах пулса тăраççĕ пулин те, пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те тупăнаççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, шута илнĕ 66 аваринче 18 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 84-шĕ суранланнă. Ачасемпе пулнă тăхăр аварире иккĕшĕн ачалăхĕ татăлнă, çиччĕшĕ аманнă.

Çул çинче пулнă мĕн пур инкексенчен ытларах пайĕ (34 проценчĕ) автомашинăсем тĕрлĕрен сăлтавпа пĕр-пĕрин çумне пырса çапăнни. Çуран утса пыракан çине кĕрсе кайса инкек курнă тĕслĕх-сем те сахал мар. Чылай чухне вăл водительтен килет: вăл е васкать, е тата курса-асăрхаса ĕлкĕреймест... Кун пек йăнăш водитель ỹсĕр пуçпа руль умне ларсан та пулма пултарать. Урăхла каласан, çула тухакан çын килне тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килесси хăйĕнчен ытларах килет. Çул-йĕр правилине пăхăнни çеç пăтăрмахсенчен хăтарма пулăшĕ.

А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика