21 января 2015 г.
ТĂВАН çĕр-шывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине республикăра чыслăн палăртма хатĕрленеççĕ. Ку вăл пирĕн истори страницине çырăнса юлнă паллă тапхăр. Чаплă уяв ячĕпе Чăваш Енте пурăнакан 24 пин ытла паттăр кăкăрĕ çине юбилей медалĕсем çакса ярĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче юбилей наградине тивĕçлисен списокне çирĕплетнĕ. Çак йышра вăрçă инваличĕсемпе фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, концлагерьсенче асапланнă ачасем тата ыттисем те пур.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çак чыса 1200 ытла паттăр тивĕçĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)