АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ кăçал тата ỹсрĕ

21 января 2015 г.

2007 ÇУЛХИ январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă кашни çемье амăшĕн капиталне тивĕçме пултарать. Унăн сумми вара çулсеренех ỹссе пырать. Кăçалхи _ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн укçи 453026 тенке çитрĕ. Патшалăх паракан пулăшу укçин сертификатне алла илнĕ хыççăн ашшĕпе амăшĕ ăна пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасен вĕренĕвĕшĕн тỹлеме, çавăн пекех амăшĕн пухăнакан пенсине яма усă курма пултараççĕ. Сăмах май каласан, 2008 çултанпа пирĕн районта 1687 çемье амăшĕн укçипе усă курма заявлени çырнă. Вăл шутра 2014 çулта _ 318-ăн. Патшалăх паракан укçа-тенке ытларахăшĕ çурт-йĕр çĕнетме янă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика