21 января 2015 г.
ПАТĂРЬЕЛ районĕшĕн Культура çулталăкĕ чылай ырă пулăмсемпе асра юлчĕ. Яваплă çулталăкра хăш-пĕр культура вучахĕ çĕнелсе вăй илчĕ, хăшĕ-пĕри хăйсен çитĕнĕвĕпе палăрчĕ, уй рăм хастарсем пысăк çитĕнỹ тунă тĕслĕхсем те пайтах.
Кăçалтан вара Раççейре Литература çулталăкĕ старт илчĕ. Маларахринчен ытлашши уйрăлса тăман пирки, ăна пĕлтĕрхи тема тăсăмĕ тесен те юрать. Чăвашсен паллă классикĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май, республикăра 2015 çула шăпах ăна халалланă. Çавăнпа та кăçалхи çул Паттăр ен тăрăхĕнчен творчество каçалăкĕнче хăйсен сассине паракан сăмах ăстисем, юрăçă-кĕвĕçĕсем çураласса шанас килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)