21 января 2015 г.
Хальхи вăхăтра районти чылай организаци-предприятинче, учрежденисенче иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, малашне ĕçлемелли плансене пăхса тухаççĕ. Иртнĕ эрнере РФ шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕн сотрудникĕсем те оперативлă служба ĕçĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Анлă лару ĕçне ра-йон администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ _ полици начальникĕ А. Тимофеев, Шăмăршă район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану пай пуçлăхĕ В. Петьков, Шăмăршă, Патăрьел районĕсен прокурорĕсем С. Егоровпа Ю. Фуражников тата ыттисем те хутшăннă. Район полицийĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн начальникĕ А. Фомин паллаштарнă.
Пĕтĕмĕшле илсен иртсе кайнă çулталăкра йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем район халăхĕн тăнăç пурнăçĕшĕн, оперативлă ла-ру-тăрăва лăпкă тытса тăрассишĕн, преступноçа чакарассишĕн сахал мар тимленĕ. Çапах та пакунлисем ларура маларахри кăтартусене пĕтĕмлетсе хăйсен умĕнчи тĕллевсене тата çивĕчлетнĕ.
Район полицийĕн начальникĕ хăйĕн отчетĕнче пĕр хутчен суд сакки çине ларса ирĕкрен тухнă çынсен преступлени тăвасси ỹсни пирки те палăртса хăварнă. Çакнашкал ушкăнти çынсем преступлени тăвасси маларахри çултинчен 7,5 процент пысăкрах. Ỹсĕрле преступлени тăвакансен йышĕ ỹсни те пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтра çакнашкал проблемăна пĕтерес тĕллевпе пакунлисен çеç мар, вырăнти администрацин те, депутатсемпе уйрăм хастарсен пĕрлехи вăйпа тăрăшмаллине палăртса хăварнă, умра тăракан ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)