21 января 2015 г.
Аса илтеретпĕр: паян, январĕн 21-мĕшĕнче, 12 сехетре республика парламенчĕн черетлĕ 27-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне яракан хăйĕн çулленхи Çырăвĕпе паллаштарать.
Михаил Игнатьевăн тĕрлĕ çулти Çырăвĕсенчен илнĕ йĕркесем
"Малтанласа хак панă тăрăх, 2010 çулта промышленноç производствин индексĕ 115 процентран (Раççейпе _ 107,6 процент) кая мар пулмалла. Çавна пула республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕсем 2009 çулхи çав тапхăртинчен 122 процента çитмелле". "Чăваш Енре пурăнакан кашни 1000 çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртессипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнчи регионсен хушшинче пĕрремĕш, Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăнать".
х х х
"Раççей Президенчĕн вĕрентекенсене пулăшу памалли задачăна пурнăçласа, эпир вĕсенне кăна мар, педагогикăн ытти персоналĕнне те, çавăн пекех шкул умĕнхи вĕренỹ учрежденийĕсенчи воспитательсенне те ĕç укçине 30 процент таран ỹстертĕмĕр. Сывлăх сыхлавĕнче вара икĕ çул хушшинче врачсен вăтам ĕç укçине 31 процент, вăтам медработниксенне 26,4 процент ỹстеретпĕр".
"Шкулсене реструктуризаци тумалли программăпа килĕшỹллĕн, 2011 çулта шкул умĕнхи 235 ушкăн уçнă, çакă вăтамран çĕнĕрен тăвакан 20 ача садне улăштарать. Кăçал юлашки 10 çул хушшинче пуçласа республикăра 8 çĕнĕ ача сачĕ тума тытăннă. 2014 çул вĕçленнĕ тĕле 24 çĕнĕ ача сачĕпе халĕ ĕçлекен ача сачĕсен çумне тĕксе тепĕр 4 çурт тума палăртатпăр".
"Чăваш Ен килти хушма хуçалăхсене пулăшу парас енĕпе малта пырать. АПК аталанăвĕн наци проектне ĕçе кĕртме тытăннăранпа республикăра çемьесен 30 проценчĕ килти хушма хуçалăха аталантарма уйăракан çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă. 2011 çулта усă курнă кредитсен виçи 2010 çулхипе танлаштарсан 2,3 хут ỹснĕ".
х х х
"2012 çулта промышленноç производствин индексĕ 107,2 процент (Раççейпе _ 102,6 процент) пулнă. Чăваш Ен 2012 çулта машинăсемпе оборудовани кăларас енĕпе Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă". "Пирĕн республика 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт ĕçне лайăхрах йĕркелес енĕпе ирттерекен смотр-конкурса Раççей Федерацийĕнчи субъ-ектсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)