АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни уявĕнче

21 января 2015 г.

 Кăшарни _ Христос тĕнне ĕненекенсен чи авалхи уявĕсенчен пĕри. Аса илтеретпĕр: "Кăшарни", "кăш эрни", "Шерни", "кайăк эрни" тенинчен пулса кайнă-мĕн. Ку эрнере яш-кĕрĕм хаваслă вăйăсем ирттерет, ача-пăча вĕçен кайăксене сивĕре шăнса вилесрен апат хурса парать... Унсăр пуçне Кăшарнире шартлама сивве пăхмасăр хĕресле вак касса шыва кĕреççĕ. Пирĕн районта та çак ырă йăла-йĕрке çултан-çулах вăй илет, тасатса сăвапланă шывра чỹхенсе тухса хăйсен чунĕсене тасатакансем те йышлансах пыраççĕ.

Çанталăка сăнакансем ĕнентернĕ тăрăх, 21 ĕмĕрти чи кăра Кăшарни 2010 çулта пулнă-мĕн. Ун чухне термометр çинчи кăтарту 31 градус сивĕ таран çитнĕ! 2006 çулта вара вакра шыва кĕрекенсене виçĕ градус сивĕре чỹхенсе тухма, маларахрипе танлаштарсан, йывăрах пулман-тăр. Кăшарни сивви кăçал та кăралăхĕпе хăратмарĕ. Хальхинче мĕн пурĕ вун икĕ вырăнта ваксем хатĕрленĕ. Вĕсенчен çулĕпе чи асли _ Сител кỹлли темелле. Хальхинче те кунта Первомайски ял тăрăхĕнче пурăнакансемсĕр пуçне район центрĕнче тĕрлĕ сферăра тăрăшакан хастарсем, ытти çынсем чылайăн пуçтарăннă. Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий протоиерей служба ирттерсе Кăшарни шывĕн пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарнă хыççăн пурне те шыва кĕрсе тасалма пил панă. Чиркỹ настоятелĕ чăн малтан сăвапланă шыва кĕнĕ хыççăн район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов яланхиллех хăюллăн Кăшарни ячĕпе чỹхенсе тухнă. Ун хыççăн ял тăрăх пуçлăхĕсем, çамрăксем, ача амăшĕсем пĕрин хыççăн тепри вак умне черете тăнă. Иван Ендеев пенсионер вара çынсене çулсеренех хăйĕн паттăрлăхĕпе тĕлĕнтерет. Хальхинче те саккăрмĕш теçеткере пыракан пенсионер пĕр çỹçенмесĕрех сивĕ шыва кĕрсе кайнă... Ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ Кăшарни уявĕнчех техĕмлĕ чей ĕçсе чуна кантарнă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика