АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем кỹрет

21 января 2015 г.

 

 Хаçатăн иртнĕ номерĕнче "Çулталăк çынни_2014" конкурс пирки тата тупăшăва кĕртнĕ хастарсен ячĕсене асăннăччĕ. Паян вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.

Алексей Никандрович ИВАНОВ 1957 çулхи январĕн16-мĕшĕнче Çăл Атăк ялĕнче çуралнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн 1976 çулта Совет Çарĕн ретне тăнă. Ĕç биографине 1978 çулта Куйбышев облаçĕнчи пĕр районта сутуçăран пуçланă. Кунта тĕпленме шутламан чăваш каччи. Çĕньяла куçса килсе ĕçе вырнаçнă.

1993 çултанпа Алексей Никандрович Патăрьел райповĕн Турхан филиалĕн ертỹçи шутланса тăрать. Халĕ тĕп директор тивĕçĕсене пурнăçлать.

Турхан суту-илỹ пĕрлешĕвĕ 31 лавккапа обществăлла апатлану предприятийĕн 3 точкине тытса тăрать. 112 çын валли çулталăк тăршшĕпех ĕç вырăнĕ пур. Пĕлтĕрхи таварçаврăнăш планне пĕрлешỹ 104 процент тултарнинче Алексей Никандровичăн тỹпи те пысăк.

Иртнĕ çул пĕрлешỹри Пăлапуç Пашьелĕнчи тата Именкассинчи лавккасене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Ыттисенче те ĕç условийĕсем ти-вĕçтереççĕ.

А. Ивановăн район шайĕнчи грамотăсемсĕр пуçне "Раççей Федерацийĕн потребкооперацийĕн ветеранĕ", "Чăваш Республикин потребкооперацийĕн ветеранĕ" сумлă ятсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти тата ытти наградăсем те пур.

 

Валерий Васильевич ФРОЛОВ 1955 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Первомайски ялĕнче çуралнă. Ĕçлĕ пурнăçне 1972 çулта тытăннă. Хур-çă "утпа" суха та тунă, тырă та акнă вăл. Звеньевойта ĕçленĕ. 1989 çулта культурăна кỹлĕннĕ, паянхи кун та çак системăрах. Первомайскинчи культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ чухне сцена çине ялти юрă-ташă ăстисене кăларнă. Ертỹçĕ халăх йăли-йĕркине ламран-лама куçарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунă.

Валерий Васильевич 1994 çулта ял тăрăхĕнче "Шуçăм" тата "Асамат" ансамбльсем йĕркелесе янă. Фольклор ушкăнĕсем районта çеç мар, республикăра та ырă ята тивĕçнĕ. Вырăнти артистсем хăйсен пултарулăхне Чĕмпĕр тăрăхĕнчи, Тутар Республикинчи, Мускав, Оренбург, Воронеж, Тольяти, ытти хуласемпе ялсенчи халăха кăтартса тĕлĕн-тернĕ.

2002 çулта "Шуçăм" "Халăх ансамблĕ" ята тивĕçнĕ. Ăна паянхи кун та чыслăн тытса тăрать. Коллектив район, республика, Раççей шайĕнчи фестивальсенче темиçе хутчен те çĕнтерỹçĕ пулнă. Ăстасем хушшинче культура ĕçченĕсем те, ял хуçалăх кооперативĕн специалисчĕсем те, ял интеллигенцийĕ те, çамрăксем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур.

Ансамбль пултарулăхне тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе хакланă. Çакăнта Валерий Васильевичăн тивлечĕ пысăк. Тăрăшуллă ĕç "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята илме май панă.

 

Рустам Энверович АХМЕТОВ 1953 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Шăнкăртам ялĕнче интеллигенци çемйинче çуралнă. Вăтам шкултан "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист районти тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă. Çавăнтанпах Рустам Энверович хирург пулса ĕçлет.

16 çул вара хирурги уйрăмĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Кунта çакна та палăртмалла: республикăн кăнтăрти 4 районăн халăхĕсене сиплесе тăрать. Р. Ахметовăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çул

Рустам Энверович аслă категориллĕ специалист, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Пĕр хутчен çеç мар тĕп больницăн, район администрацийĕн, республикăри сывлăх сыхлавĕн министерствин, Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн профсоюз ĕçченĕсен рескомĕн Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă.

2002 çулта Р. Ахметов "Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.

2008 çулта республикăри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пуçарнă конкурсра "Хирурги профилĕн чи лайăх врачĕ" ята илнĕ.

 

Иван Федорович ХИТРОВ 1942 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче Козловка ялĕнче çуралнă.

Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта вĕренсе алла аттестат илнĕ. "Гвардеец" колхозра ĕç стажне пуçланă. 1960 çулта Иван Федорович Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1963 çулта фельдшер дипломне илнĕ. Çар тивĕçне Германинче пурнăçланă. 1966-1968 çулсенче шурă халатлă специалист санэпидстанцинче санитари врачĕн пулăшуçин тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

1968 çулхи март уйăхĕнче вара районти тĕп больницăна лаборант-рентгенолога вырнаçнă. Иван Федорович 47-мĕш çул çак ĕçре.

"Ĕç ветеранĕ" медаль, "Халăхсен туслăхĕ" орден, Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн тата ытти грамотăсем йышлă И. Хитровăн.

Юлашки çулсенче Иван Федорович районти ветерансен канашĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçласа пырать.

 

Анатолий Семенович АФАНАСЬЕВ 1964 çулхи майăн 11-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ачаранах спорта çывăх пулнăран шкул хыççăнах Канашри педагогика училищине çул тытнă. Аслă пĕлỹ вара Чăваш патшалăх университетĕнче юридика факультетĕнче илнĕ.

1986 çулта районти спорт шкулне тренер-преподаватель пулса вырнаçнă. Вăл ертсе пынипе велоспорт енĕпе ачасем район, республика, Раççей шайĕнче çитĕнỹсем тунах. Анатолий Семенович пĕрремĕш категориллĕ специалист.

1995 çултанпа спортшкулăн завучĕ шутланать.

Районта спортăн 8 енĕпе _ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, çуран тата велосипедпа чупассипе, йывăр атлетикăпа, кире пуканĕ йăтассипе, алă вăй виçессипе, шывра ишессипе, фитнес-аэробикăпа _ тăвакан çитĕнỹсем савăнтараççĕ.

Чăваш Республикинчи спорт министерстви пуçарнă конкурсра районти спорт шкулĕ 2012 тата 2013 çулсенче пĕрремĕш вырăн йышăннинче А. Афанасьевăн тỹпи пурах. Анатолий Семенович ĕçне республикăри спорт министерстви темиçе хутчен те Хисеп грамотипе хакланă.

 

Г. ФОМИН, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ. Георгий Михайлович Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Рунга ялĕнче 1972 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрман техникумĕнчен "Вăрман хуçалăхĕ" специальноçа алла илнĕ. Унтан И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче ăс пухнă. 1995-2001 çулсенче Сăкăт вăрман хуçалăхĕнче лесникре тăрăшнă. Шупашкарти "Акция" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн суту-илỹ представителĕ, уйрăм предприниматель пулнă. 2006 çулта Г. Фомина Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйланă. 2010 çулхи суйлавра та халăх ертỹçĕ "тилхепине" ăнах шаннă.

Ял тăрăх пуçлăхĕ район администрацин Хисеп грамотине, "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне, Чăваш Республикинчи муниципалитет Канашĕн грамотине тата 2007 çулта "Чăваш Республикинчи чи лайăх ял тăрăх пуçлăхĕ" ята тивĕçнĕ.

 

В. КУЗНЕЦОВ, "Звезда" ЯХПК ертỹçи. Валерий Леонидович 1959 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Анат Туçа ялĕнче çуралнă. 1977 çулта Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Аттестат илнĕ хыççăнах салтак аттине тăхăннă. Ачаранах çĕр ĕçне юратнăран агроном профессине алла илнĕ.

1983 çулта Анат Туçара пахча-çимĕç бригадирĕнче вăй хума пуçлать. Çамрăка 1986 çулта "Гвардеец" колхозăн агрономĕ пулма шаннă. 1994-1996 çулсенче 1-мĕш комплекслă бригадăн бригадирĕн тилхепине тытать.

Колхоз саланнă хыççăн Анат Туçари "Звезда" хуçалăхра инженерта тăрăшнă. 2001 çултанпа В. Кузнецов ял хуçалăх предприятин ертỹçинче вăй хурать.

Валерий Леонидович район администрацин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕçнĕ.

 

И. ШАРАФУТДИНОВ, Именкассинчи фермер хуçалăх ертỹçи. Ильсур Шефигуллович фермер хуçалăхне 2005 çултанпа ертсе пырать. Маларах çак ĕçпе ашшĕ вăй хунă, çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ. Тăватă çул каялла вара ĕне-выльăх усрама пуçланă. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче 39 пуç ĕне-выльăх, сăваканни _ 28, пушмак пăру _ 5. Вун пĕр уйăхра пĕр ĕнерен 3392 килограмм сĕт сунă. Ỹт хушаслăх 600 грампа танлашнă. Йыш ỹснине шута илсе шăпах Çĕнĕ çул умĕн фермер хăй вăйĕпе çĕнĕ вите хута янă.

И. Шарафутдинов 1965 çулхи майăн 6-мĕшĕнче кун çути курнă. Чĕмпĕрти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах Шăнкăртамри суту-илỹ пĕрлешĕвĕнче водительте, сутуçăра ĕçленĕ.

 

Ф. УФУКОВ, Патăрьелĕнчи "Полигон" тулли мар яваплă пĕрлешỹ директорĕ. Федор Павлович 1959 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнче çуралнă, иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Чылай çул Патăрьелĕнчи "Ял хуçалăх химийĕ" предприятинче водительте ĕçленĕ. 2009 çултанпа "Полигон" пĕрлешĕве ертсе пырать. Пĕрлешỹ районти предприятисемпе организацисенче, ял тăрăхĕсенче пухăннă çỹп-çапа пуçтарать. Çавăн пекех вăл "Водолей" çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пĕрлешĕвĕн директорĕ те.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Федор Павлович ертсе пыракан организацисем район, республика шайĕнчи Хисеп тата Тав хучĕсене илме тивĕçнĕ. Хăйне ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

 

Н. АНДРЕЕВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ. Наталия Борисовна 1976 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнче çуралнă. Аслă пĕлỹллĕ. И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен 1998 çулта вĕренсе тухнă. Аспирантура пĕтернĕ. Истори наукисен кандидачĕ. Аслă категориллĕ учитель. Диплом илсенех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вăй хума пуçланă. Педагогăн ĕç стажĕ _ 17 çул.

2012 çулта Н. Андреева районта тата республикăра иртнĕ "Çулталăк учителĕ" конкурссенче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хỹтĕленĕ. Çавăн пекех вăл хăйĕн пултарулăхне ỹстерсех пырать. 2013 çулта Санкт-Петербургра обществознани учителĕсен Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш съездне хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалласа Мускаври Кремльте йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие кайма тивĕçнĕ. Пултаруллă педагога райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн, район администрацийĕн, Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика