28 января 2015 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра чылай ырă йăла-йĕрке манăçа тухса, историне юлса пырать темелле. Ĕлĕкхи çынсем улах ларни, вăййа тухни, салтака ăсатни тата ытти те хамăр халăхăмăрăн ылтăн çỹпçинче упранакан аваллăх мешехисем. Алманчăсем Литература çулталăкĕнче вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене паян та аса илесшĕн. Асатте-асаннесем евĕр улах ларса алă ĕç тума та хирĕç мар çак ялсем. Çак кунсенче вара ял хастарĕ Н. Никитина пуçарăвĕпе çамрăксемпе аслă çулхи хĕрарăмсем манăçнине пурнăçа кĕртсе алă ĕçĕ тума, çыхма пуçтарăннă. Аслăраххисем вара улах ларнă чухнехиллех чăваш юррисене те юрланă, шăкăл-шăкăл калаçса ларнă... Ăстасем кашни эрнерех çапла çавра сĕтел тавра пуçтарăнасшăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)