АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран кайми тăван Патăрьел, вăй-хал илтĕр ялан, çулсерен!

28 января 2015 г.

Н. ГЛУХОВ, район администраци пуçлăхĕ Патăрьел районĕ мĕн ĕлĕкренпех хăйĕн паттăр ывăл-хĕрĕпе, ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе, вăйлă спортсменсемпе палăрса тăнă. Ку тĕлĕшпе паян пирĕн никам умĕнче те пите хĕретмелле мар. "Юхма ен _ Паттăр ен" пулнине вара пирĕн пата аякран та çывăхран килекен хăнасем те час-часах хаклаççĕ. Эпир тăвакан мĕн пур çитĕнỹ халăх вăйĕпе пулать. Интернационалла туслă çемьере чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те, мăкши те килĕштерсе пурăнни пире тăнăçлăх кỹрет, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе çитĕнỹ, ырă улшăну тума май парать.

Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ _ ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, обществăлла инфраструктурăна çĕнетесси, хамăр пурăнакан тавралăх сăн-сăпатне улăштарасси, çак тĕллевпе социаллă пысăк программăсене пурнăçа кĕртесси тата ытти те. Юлашки çулсенче пирĕн район çĕнелсе, аталанса пыни куçкĕрет. Çулсеренех районта 30 пин квадратлă метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр хута каять. 2006 çултанпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 32 тăлăх ачана хваттерлĕ тунă.

Юлашки тăватă çулта çеç нумай ачаллă 15 çемьене пурăнмалли çурт-йĕр туса панă, пĕрне хваттерпе тивĕçтернĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе вĕсен çемйисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе те ăнăçлă ĕçлерĕмĕр. Ку тĕлĕшпе программа вăя кĕнĕренпе 388 вăрçă участникĕн ыйтăвне татнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă уçă Çырура республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнине, унăн шайĕнче 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнине каларĕ. Çакă каллех тепĕр хавхалану, ырă улшăну. Урăхла каласан, çỹлти влаç органĕсем тĕрĕс политика тытса пыни, пурнăç аталанни пире те вырăнта кирлĕ йышăнусем тума хистет. Сăмах май каласан, 2014 çулта пирĕн районти çичĕ çемье шăпах тĕп хуламăрти эконом класлă çурт-йĕр илме кăмăл тунă.

Патăрьел районĕ вăрах вăхăт хушши строительство шавĕсĕр тăмасть. Район центрĕнче нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри хутшăнаççĕ. Çулсеренех садиксем, шкулсем, ытти социаллă объексем хута кайни пирĕн малашлăх тĕтреллĕ мар, çутă иккенне çирĕплетет. Иртнĕ çул, акă, яла аталантармалли федераллă программăпа ки-лĕшỹллĕн Шăнкăртамри микрорайона комплекслă, пĕр вырăнта тăвас тата хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли пысăк ĕçе пуçăнтăмăр. Республика программипе килĕшỹллĕн иртнĕ çул Сителсене савăнăç кỹтĕмĕр, пысăках мар ялта фельдшерпа акушер пункчĕ хута ятăмăр. Çывăх вăхăтра çакнашкал объектсем Пăлапуç Нурă-сĕпе Анат Тăрмăшĕнче хута каймалла. Ун хыççăн ĕç шавĕ Шăхача куçĕ. Иртсе кайнă çулталăк çанталăк условине пула ял хуçалăх отраслĕшĕн ăнăçлах килмерĕ пулин те начар мар тыр-пул, пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтертĕмĕр, тĕрлĕрен программăсене явăçса "иккĕмĕш çăкăр" управĕсем, çĕнĕ витесем хута кайрĕç. Мĕн пур йывăрлăхсене халăхпа пĕрле пайланипе, малалла ăнтăлса ĕçленипе эпир çитĕнỹ тăватпăр та. Çак шухăшсенех эпĕ çулталăк вĕçĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура та палăртрăм. Пĕрлĕхре çеç вăй, çитĕнỹ, ырă малашлăх. Çĕнĕ çулталăкра та çаплах ĕçлесчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика