28 января 2015 г.
Кăрлачăн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 23-мĕшĕччен Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри оборонăпа спорт уйăхлăхĕ пырать. Кăçалхи яваплă тапхăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Уйăхлăхра шкул ачисемпе çамрăксем валли хастарлăх урокĕсем, çарпа патриот тата спорт мероприятийĕсем _ уявсем, эстафетăсем, тĕрлĕ ăмăрту _ ирттерме палăртнă. Çĕр-шыв историйĕпе çыхăннă наукăпа практика конференцийĕсем, çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçусем, тĕрлĕрен конкурссем те çамрăксемшĕн кăсăклă иртĕç.
Уйăхлăх вăхăтĕнче йĕркелекен çарпа спорт уявĕсем, район тата республика ша-йĕнчи спорт ăмăртăвĕсем, уйрăм спортсменсен пултарулăхне кăтартакан мероприятисем те çивĕч кĕрешỹре иртмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)