АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей спорт мастерĕ ячĕпе _ турнир

28 января 2015 г.

"Паттăр" спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ХХIХ турнирĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, наци кĕрешĕвĕн Раççей спорт мастерне Г. Араева халалланă.

Гилачетдин Миначевич Хирти Пикшикрен пулнă. Хăйĕн пĕ-лĕвне вăл вăхăтĕнче Канашра, унтан Шупашкарти педагогика институтĕнче тăснă, 20 çул ытла Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ОБЖ учителĕнче ĕçленĕ. Ăстаçă спортăн тĕрлĕ енĕпе _ ирĕклĕ, грекла-римла, тутарла-пушкăртла кĕрешессипе, йĕтре тĕртессипе, çăмăл атлетикăпа тата ыттипе те _ Чăваш Республикин чемпионĕ. Шел пулин те спорт ветеранĕ 66 çулта пиртен уйрăлчĕ. Анчах ырă ĕçĕ, ячĕ манăçмасть.

Хирти Пикшикре 1983 çултанпа Гилачетдин Миначевич ячĕпе çулленех турнир ирттереççĕ. Юлашки 10 çулĕнче вара ăна шкул спартакиадине кĕртнĕ.

Кăçал çак ăмăртăва шкулсенчи 17 пĕрлештернĕ команда хутшăнчĕ. 150 ытла спортсмен ирĕк-лĕ майпа кĕрешекенсен мелне пĕлнине çирĕплетрĕ. Пĕринчен тепри тавçăруллă, чăрсăр, хастар тата. Пĕрремĕш вырăна Хирти Пикшикри вăтам шкул команди (тренерĕ А. Камалетдинов) йышăнчĕ. Иккĕмĕшĕнче Первомайскинчи (А. Клементьев), виççĕмĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнчи (Т. Валеев) шкулсенче вĕренекенсем. Тĕп шкулсене çỹрекенсем 80ăн хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăнта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (тренерĕсем И. Алеевпа В. Спиридонов), иккĕмĕшĕнче Шăнкăртамри пĕрремĕш, виççĕмĕшĕнче Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем пулчĕç.

Хăйсен виçе категорийĕсенче Первомайскинчи вăтам шкулти М. Молочников, Д. Клементьев, Ю. Андреев, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Айзатуллов, А. Сафиянов, Хирти Пикшикри вăтам шкулти А. Пугачев, С. Мезеветов, А. Порфирьев, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти И. Хакимов, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Р. Яббаров пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсен шучĕпе тупăшăва тухнисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Вахитова, А. Казенова, Н. Бородкина çитекенни пулмарĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика