28 января 2015 г.
Ку чухнехи çамрăксем мал ĕмĕтлĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп е вăтам шкулсенчен вĕренсе тухса алла документ илеççĕ пулсан та малалла ăс пухма тăрăшаççĕ. Вăтам шкул выпускникĕсем аслă шкулсене çул тытаççĕ. 9 класс хыççăнхисем техникумсене каяççĕ. Ку енĕпе районта агропромышленность техникумĕ ĕçлени те питĕ лайăх. Район тулашне тухмасăрах ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кирлĕ профессиллĕ пулатăн. Унтан дипломпа тухакансем те тата малалла вĕренес ĕмĕтлĕ. Шутланине пурнăçлама пулатех. Çакна техникум администрацийĕ те хирĕçлемест. Вĕренỹ çулĕ пынă вăхăтрах тĕрлĕ аслă шкул представителĕсемпе тĕл пулусем йĕркелет, çывăхри вĕренỹ учрежденийĕсене экскурсисене илсе тухса çỹрет. Студентсем çакăнпа кăмăллă. Ку хутĕнче вĕсем Мускаври çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕнче пулчĕç. Уçă алăксен кунĕ кăмăллă иртрĕ. Малтанах аслă вĕренỹ заведенийĕн администрацийĕ çитĕнекен ăрупа куçа-куçăн тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕ. Унтан каччăсемпе хĕрсем Шупашкарти автомашинăсен сервис центрĕсенче пулчĕç. Студентсем ĕçлĕ практикисене шăпах çавсенче ирттереççĕ-мĕн.
Факультет деканĕ И. Фадеевпа кафедра заведующийĕ М. Иванов мастерской ĕçĕпе туллин паллаштарчĕç. Çакă автомеханик профессине вĕренекенсемшĕн вырăнлă та пулчĕ. Экскурси хыççăн паянхи техникум студенчĕсен шăпах çакăнти аслă шкула вĕренме килес шухăшĕсем çуралчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)