31 января 2015 г.
ИРТНĔ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 468 пепкене Çырăнтару керменĕнче регистрацилесе çуралнă хут панă. Турă панă телей-савăнăçа пайлакансем ытларах Тутар Сăкăтĕнче, Туçара, Пăлапуç Пашьелĕнче, Ишлĕре, Тăрăнта тата ытти хăш-пĕр ялсенче пулнă. Çав вăхăтрах чи пĕчĕк йышпа пурăнакан Люляна, Шăхаль выселкине, Ульяновкăна та ырă кăмăллă "аист" çитсе çемьесене пысăк парне тунă. Вĕсенче те пĕлтĕр пĕрер пепке хутшăннă. Сăмахран, Люляра юлашки ултă çулта та ача çуралнă ятпа кĕреке пуçтарман иккен. Вăрман тăрăхĕнчи çак ялта тăхăр çулта тăватă "çĕнĕ кайăк" савăнтарнă. Шăхаль выселкинче çак тапхăрта _ 3, Ульяновкăра 11 ача çуралнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)