31 января 2015 г.
ĕнче фитнес-аэробика енĕпе иртнĕ чемпионатра Патăрьелĕнче Татьяна Торговцева ертсе пыракан çамрăк спортсменкăсен темиçе ушкăнĕ те хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене тĕлĕнтернĕ. Чăваш Енте саккăрмĕш хут йĕркеленĕ ритмика хусканăвĕсен ăмăртăвĕнче çур миллиона яхăн ăста тупăшнă. Ăмăртăва Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнннă, спортсменсене ăнăçу суннă май, фитнес-аэробика хулара çеç мар, ялсенче те аталанса пынине, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.
Спартакиадăна хутшăнакансене тĕрлĕ ушкăнпа, тĕрлĕ çулпа пахаланă. Пирĕн район чысне хỹтĕленĕ "Олимпийские надежды", "Лидер" (кĕçĕн çулхи ушкăнсем) 2 _ 3 вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пысăк сцена çинче чылай хутчен "присяга" йышăннă аслисен ушкăнĕ вара ритмика ăсталăхĕпе куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ, "степ-аэробика" дисциплинăпа "Фаворит" ушкăн пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен ертỹçине, Татьяна Торговцева тренер ĕçне тỹресем пысăка хурса хак панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)