31 января 2015 г.
Патăрьел тăрăхĕнче халăх пурнăçне лайăхлатассипе кăларнă Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн Указĕсем, Федераци, республика шайĕнчи программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çавăн пекех эпир хамăр тĕллевсене РФ Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Канашне тата ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырусенчи шухăшсене тĕпе хурса палăртатпăр.
Бюджет
2014 çулта район бюджетне тупăш 645,2 млн тенкĕ кĕнĕ.
Пĕлтĕр вырăнти бюджетăн харпăрлăх тупăшĕ 132 млн тенкĕпе танлашнă, вăл шутран налуксем тата налук шутне кĕменнисем _ 131,7 млн тенкĕ. Çакă 2013 çултипе танлаштарсан 2 процент ытларах.
Харпăрлăх тупăш кĕресси ỹсни уйрăм çынсенчен тупăш кĕнĕшĕн налук илессине13,3 процент чакарнипе çыхăннă (2013 çулта 78,5 процент пулнă, 2014 _ 65,2 процент).
Бюджетăн пĕтĕмĕшле тăкакĕ январь-декабрь уйăхĕсенче 645,5 млн тенкĕпе танлашнă е çулталăкра палăртнинчен 99,3 проценчĕпе усă курнă.
Ял тăрăх поселенийĕсен укçисене пĕлтĕр ял халăхĕн культурăллă канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелес, библиотека ĕç-хĕлне лайăхлатас, территорисене хăтлăх кĕртес, вырăнти çулсене юсас тата ытти çĕре янă.
2015 çулхи çĕнĕ экономика условийĕсенче районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕпе тăкакĕ пĕр пек пулччăр тесе ял тăрăхĕсен тата район бюджечĕн тĕп никĕсне улшăнусем кĕртнĕ. Çавна май муниципалитетсен бюджечĕсен харпăр тупăшĕ 4,6 млн тенкĕ (малтан палăртнинчен 3,4 процент) пысăкланать _ 120,7 млн тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне район администрацийĕ Патăрьел районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн харпăр тупăшне ỹстерме кăçал мероприятисен планне çирĕплетнĕ. э
Строительство _ район аталанăвĕн тĕп паллисенчен пĕри.
2014 çулта 29887 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă (100,6 процент). 2015 çулта кăтартăва 29700 тăваткал метра çитерме палăртнă.
"Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн пĕлтĕр пирĕн района 8 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă, унпа туллин усă курнă. Çурт-йĕр тума тата туянма ялта пурăнакан 9 çынна тата АПК, ытти отрасльти 7 çамрăк специалиста патшалăх пулăшăвне панă.
"Çурт-йĕр" программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программипе килĕшỹллĕн 12 çамрăк çемьене пурăнмалли условине лайăхлатма 9 млн тенкĕ ытла панă. Кăçал 13-ĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курĕç. Вырăнти бюджетран та укçа уйăрма пăхса хăварнă.
Тăлăхсене те патшалăх хăйĕн хỹттине илнĕ. Чăваш Республикин "Çурт-йĕр шайлашăвне йĕркелесси" саккунĕпе килĕшỹллĕн республика бюджетĕнчен 7 ача валли 6,3 млн тенкĕ уйăрнă. Унтан 5 млн тенкĕ ытларахăшне пĕлтĕр усă курнă. Юлнине вара кăçал, нумай хваттерлĕ пĕр çурта эксплуатацилеме панă хыççăнах, ĕçе кĕртеççĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене _ 5 е ытларах пепкеллисене _ çурт-йĕрлĕ тума та республика 7,8 млн тенкĕ панă. Виçĕ çемье пĕлтĕр хăтлă çуртсенче пурăнма пуçланă. 2015 çулта тата виççĕ (Ыхра Çырми, Туçа, Сăкăт ял тăрăхĕсенче) хутшăнать.
"Çурт-йĕр" программăпах Чернобыльти атом электростанцинчи аварине ликвидацилеме хутшăннă 1 çын хваттерлĕ пулнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата вĕсен çемйисен çурт-йĕрне лайăхлатмалли программăпа 388 участник хăтлă çуртра пурăнма пуçланă, вăл шутран иртнĕ çул _ 4. Районта тата 17 ветеранăн пурнăç условине тивĕçлĕ шая çитермелле.
2014 çулта "Раççей çемйисене валли çурт-йĕр" программа ĕçлеме пикенчĕ. Районти 7 çемье Шупашкарта эконом-класлă çурт туянма кăмăл тунă.
Коммуналлă тивĕçтерỹ ыйтăвĕпе районта тĕрлĕ харпăрлăхлă 8 организаци тăрăшать. Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ 2 çурт индивидуаллă ăшăпа усă курма пуçларĕ. 121 çуртран централизациленĕ ăшă халь пĕрин патне кăна çитет. Кăçалтан вара пачах та пулмĕ.
Маларахри çулсенче нумай хваттерлĕ 30 çурта çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Кăçал 6-не юсĕç.
Пĕлтĕр "Ялсен 2017 çулчченхи тăнăçлă аталанăвĕ" федерацин тĕллевлĕ программипе Шăнкăртамăн хĕвел анăç микрорайонне хăтлăх кĕртме пуçланă. Паян Дорожная, Солнечная, Луговая тата Западная урамсенче çул сарççĕ. Кăçал шыв килекен пăрăхсем хума тата физкультурăпа спорт комплексне тума пуçлама палăртнă.
Тутар Сăкăчĕ тата Кзыл Чишма ялĕсем çывăхĕнче гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсанă. 2015 çулта Шăнкăртамри плотинана тирпейлеме пăхнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, Сителти, Пăлапуç Нурăсĕнчи тата Анат Тăрмăшĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетнĕ. Кăçал Шăхачра тума палăртнă.
Ăçта çул _ унта пурнăç, теççĕ. Район шайĕнчи 1,7 çухрăм çула юсанă тата урамсенчи 13,6 çухрăм çула вак чул сарнă. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен 6 картишне тата 2 проезда 2334 тăваткал метр юсанă. Кăçал Чăваш Республикинчи çул-йĕр нормативĕсене пăхăнса 10 автоçул тумалла: Кзыл Камышра, Пăлакассинче, Анат Чакăра, Пăлапуç Нурăсра, Тури Тăрмăшра, Сăкăтра, Патăрьелĕнче, Тăрăнта, Нăрваш Шăхалĕнче.
Çĕнĕ урамсене электирификацилесси пирĕн районта вĕçленнĕ. 10 ял тăрăхĕнчи 18 урама çутă çитнĕ.
Районăн промышленноç комплексĕ экономика ĕç-хĕлĕн икĕ тĕсĕпе палăрать: тирпейлекен производство тата электроэнергине, газа тата шыва салатакан производство.
Пĕчĕк тата вăтам организацисенче январь-ноябрь уйăхĕсенче, 2013 çултипе танлаштарсан, экономика кăтартăвĕ 108,1 процент, тирпейлекен промышленноçра _ 101,8, электроэнерги, газ тата шыв салатакан производствăра 114,2 процент ỹснĕ.
Промышленноç комплексĕн калăпăшĕн 80 проценчĕ электроэнерги, газ тата шыв салатакан производствăна тивĕçет, 20 проценчĕ _ тирпейлекен производствăна. Газ салатассипе Канашмежрайгазăн Патăрьелĕнчи участокĕ, тирпейлекен производствăра çăкăр-булка пĕçерсе хатĕрлекен "Союз" пĕрлешỹ ĕçлет. .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)