АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх

31 января 2015 г.

Пĕчĕк тата вăтам бизнесра иртнĕ çул 3869 çын ĕçленĕ, çакă 2013 çултинчен 2,8 процент пысăкрах. Вăй хуракансем ытларах суту-илỹре (36 процент), ял хуçалăхĕнче (35), строительствăра (13), тирпейлекен производствăра (11) тата ытти сферăра (5 процент) тăрăшаççĕ. Предпринимательлĕх субъекчĕсен укçа кĕресси 461 млн тенкĕ пулнă. Çакă 2013 çулпа танлаштарсан 8 процент пысăкрах. Пĕчĕк тата вăтам бизнесран бюджета 15,4 млн тенкĕ налук кĕнĕ. Ку вăл районăн пĕрлештернĕ бюджетăн харпăрлăх тупăшĕн 11,7 проценчĕ. Иртнĕ çул патшалăх пулăшăвĕпе 31 предприниматель усă курнă. Бизнеса пуçăнакансене çăмăллăх кỹрес тĕллевпе, Патăрьелĕнче бизнес-инкубатор хута янă. Паян унта 12 субъект вырнаçнă, 26 çын валли хушма ĕç вырăнĕ туса панă. Районта пĕчĕк предпринимательлĕхре те йывăрлăхсем пур-ха. Выльăх-чĕрлĕх каяшĕсене пухассине, хамăр туса илнĕ аш-какая, пахча çимĕçе реализацилессине кирлĕ шайра йĕркелемен. .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика