31 января 2015 г.
П. НИКИФОРОВ, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи:
"Пĕлтĕр эпир хуçалăхра 200 ĕне вырнаçмалăх вите тата çĕр улми хранилищи хута ятăмăр. Паллах, патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанма йывăртрах, çавăнпа та ял хуçалăхне витĕм кỹрекен программăсене хутшăнма тăрăшмалла. Пысăк та хăтлă витене хута яма хамăр вăй çеç çителĕксĕррипе ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма паракан ссудăпа усă куртăмăр. Çавăн пекех хранилищĕне тунăшăн та патшалăх тăкакланă укçан 30 процентне тавăрса пачĕ.
Юлашки çулсенче çу шăрăх та типĕ килнипе акнă-лартнă культурăсене шăварма ятарлă программа ĕçле пуçларĕ. Эпир унта та хутшăнтăмăр. Кунта та расхутланă укçан 30 проценчĕ каялла килчĕ. Чăнах та, патшалăх пулăшать: ăратлă выльăхсем туяннăшăн та, кашни гектар çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн тата ыттипе те тăкаксен пĕр пайне саплаштарать. Анчах çакă пĕрех çителĕксĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене Раççей бюджетĕнчен пулăшу ытларах кирлĕ. Хамăрăн та кам та пулин килсе туса парасса çеç кĕтмелле мар.
" 2013-2014 вĕренỹ çулĕнче районти шкулсенче вĕренекенсем республикăри олимпиадăсенче _ 12, ун тулашĕнче 3 призлă вырăн йышăнма пултарчĕç. Выпускниксен 66 проценчĕ хăйсен пĕлĕвне аслă вĕренỹ заведенийĕсенче малалла тăсать. Вĕсенчен 40 проценчĕ бюджет никĕсĕ çинче вĕренет. Çакă маларахри вĕренỹ çулĕнчинчен 8 процент сахалрах.
2014 çулта яллă вырăнсенче вырнаçнă вĕренỹ организацийĕсенче физкультурăпа спорта аталантармалли условисем туса парас тĕлĕшпе "Единая Россия" Съезчĕ сĕннĕ проектпа килĕшỹллĕн, Первомайскинчи вăтам шкул спортзалне тĕпрен юсанă, Турхантине те сăн кĕртнĕ.
Çак проектăн иккĕмĕш тапхăрĕнче вара Нăрваш Шăхальсемшĕн савăнăç çитрĕ. 2015 çулхи январьте шкулта çĕнелнĕ спорт залĕ уçăлчĕ.
Муниципаллă вĕренỹ организацийĕсене çỹрекенсем пурте вĕри апат çиеççĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсенчи 983 ача икĕ сменăра канса сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. 290 ача палаткăсенчи канупа кăмăллă юлчĕ.
Районти 13 шкула ачасене 20 шкул автобусĕпе 36 ялтан турттараççĕ. Çак тивĕçтерỹпе 930ăн усă кураççĕ. Хушма пĕлỹ илесси те ăнăçлă пырать. Ку енĕпе ачасен 85 проценчĕ усă курать. Вĕсем Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулне, хушма пĕлỹ паракан центра, спорт секцийĕсене çỹреççĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче 366 секципе кружок ĕçлет, вĕсене ачасен 96 проценчĕ çырăннă.
Ачасене пĕлỹ парас ĕçре 516 педагог вăй хурать. Вăл шутра _ 433 учитель. Вĕрентекенсен вăтам çулĕ 43,7пе танлашать. Маларах çак кăтарту 41 çулччĕ. Учительсен 34 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ. 30 çула çитмен учительсен йышĕ пысăк мар, 5 процент. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсенчи çамрăк учительсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас енĕпе патшалăх енчен пулăшмалли мерисем çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ кадрсене черете тăратаççĕ.
2014 çулта хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас шухăшне виççĕшĕ пĕлтернĕ. Иртнĕ çул районти шкулсенчи педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçи 20460,9 тенкĕпе (2013 çулта _ 19073) танлашнă. Шкул çулне çитмен ача учрежденийĕсенче вăй хуракансем уйăхсерен 18917,5 (2013 çул _ 18354) тенкĕ шалу илнĕ. Малашлăхра вара 1,5 çултан пуçласа 3 таранчченхисене те пурне те пуçламăш шкул пĕлĕвĕ парасси çинчен шутламалла. Вĕрентĕве çамрăк специалистсене явăçтармалла, аслă квалификаци категориллисен йышне ỹстермелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)