31 января 2015 г.
Район физкультурăпа спорта аталантарассин чылай кăтартăвĕсемпе малти вырăнта пырать. Спортсменсем хĕллехи тата çуллахи вăйăсенче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. 2014 çулта çуллахи спорт вăййисен зачетĕнче район команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
2012 çулта халăхăн 32,8 проценчĕ, 2013 çулта _ 34,1 спорта явăçнă пулсан, пĕлтĕр вара çак кăтарту 36 процентпа танлашрĕ. Ку енĕпе те район республикăра малтисен шутĕнче тăрать. Пурĕ 80 ытла ăмăрту ирттернĕ.
2015 çулта халăхăн 40 процентне массăллă физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçтарасшăн.
Занятисем ирттерме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтарма мĕн пур условисем пур: "Паттăр" спорт комплексĕ, Патăрьелĕнчех хăтлă стадион ĕçлеççĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнче те спорт комплексĕ уçăлнă тата ытти те. Шкулсем те ку чухнехи стадионсемлĕ. Чылай ял тăрăхĕнче хĕллехи вăхăтра хоккей площадкисем хатĕрлеççĕ, вĕсенче район, республика шайĕнче ăмăртусем йĕркелеççĕ. Районта 96 физкультура коллективĕ, 4 спорт клубĕ пур. Волейбол, шашка, шахмат, алă вăй виçессипе, велоспортпа федерацисем ĕçлеççĕ. Спортра сумлисен канашĕ хăйĕн ĕçне аван туса пырать.
7 спортсмен (иккĕшĕ йывăр атлетикăпа, пиллĕкĕшĕ велоспортпа) Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командинче тăраççĕ. 42 ача (велоспортпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, йывăр атлетикăпа, çăмăл атлетикăпа, алă вăй виçессипе, пукан спорчĕпе тата фитнес аэробикăпа) Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисен шутне кĕнĕ. Малашлăхлă спортсменсем çулленех Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Сестрорецкри олимп резервĕсен училищисенче хăйсен ăсталăхне ỹстереççĕ.
Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем физкультурăпа спорт комплексĕсен бассейнĕсенче, залĕсенче кăмăлĕсене тупаççĕ. Çăмăллатнă тивĕçтерỹсемпе çулленех ФСКна 4 пин ытла çын çỹресе сывлăхне çирĕплетет. .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)