АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă сфера

31 января 2015 г.

Социаллă хỹтлĕх кирлĕ, пурнăç йывăрлăхне кĕрсе ỹкнĕ çынсем патне те тимлĕх çителĕклех.

Районта уйăхсерен пенси тата ытти укçа тỹлевĕсене 111 миллион тенкĕ ытла уйăрăнать.

Социаллă хỹтлĕхпе 14 пин çын ытла усă курать. Вăл шутра 3785-шĕ федераллă, 4447_ регионаллă, 1600-шĕ ял çăмăллĕсемпе усă куракансем.

2500 ытларах çемье ача пособийĕ илет, пине яхăнăшĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан субсидипе усă курать.

Паянхи кун районта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 51 участникĕ тата 1220 тыл ĕçченĕ пурăнать. Республикăри, районти влаç органĕсем вĕсене тимлĕх уйăрсах тăраççĕ.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен 365 хĕрарăм виççĕмĕш е ытларах ача çуратнăшăн (100 пин тенкĕ) республикăри ача амăшĕн капиталне илме май паракан сертификатсемлĕ пулнă. 244 çемье виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачисене çуратнăшăн уйăхсерен укçа пособийĕ илсе тăрать. 2014 çулта вĕсене тỹлеме 16 миллион тенке яхăн кайнă.

"Ĕç ветеранĕ" ята 4603 çын, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятне (стажпа) 1183 çын илнĕ. .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика