31 января 2015 г.
Район халăхне тĕп больница, 32 фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕтĕмĕшле практикăн 12 врач уйрăмĕ медицина пулăшăвĕ парать. Районсем хушшинчи больницăра талăкĕпех 135 çын, кăнтăрлахи уйрăмра 95ĕн выртса сипленме пултараççĕ.
Учрежденисенче 89 врач, 359 вăтам медицина ĕçченĕ, 61 кĕçĕн медперсонал ĕçлет. Врачсемпе тивĕçтересси паянхи кун 80 процентпа танлашать.
"Ял тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн района 32 тухтăр килнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче "МИС-Статистика" программа ĕçе кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн халăха медицина пулăшăвĕ парассине шута илеççĕ. Электронлă медицина карттине хута янă, чирсен историйĕсемпе, эмелсемпе те çавах, электронлă васкавлă пулăшу пайĕн пĕрлĕхлĕ диспетчер службине тунă. 2014 çулхи 11 уйăхра электронлă регистратурăпа врачсем патне тĕп больницăна 3818, республика учрежденийĕсене 3957 пациент çырăннă.
2014 çулта врачсен уйăхри вăтам ĕç укçи 26900,17 тенкĕ, вăтам медперсоналăн _ 14106,62, кĕçĕн медперсоналăн 10245,4 тенкĕ пулнă. Вăл 2013 çулхипе танлаштарсан врачсен 6,3 процент, вăтам медперсоналсен _ 7,2 процент, кĕçĕннисен 3,7 хут ỹснĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсемпе 2014 çулта 550 ача çуралнă, виçĕмçулхинчен ытларах. 520 çын вилнĕ. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин социаллă политики çемьесенче виçшер, ытларах ачасем çуратмалли майсем туса пачĕ. Çавна май 2011 çулта 173 мăшăр иккĕмĕш, 81 _ виççĕмĕш, 2013 çулта 200 çемье иккĕмĕш, 114 çемье виççĕмĕш ачисене çуратма шут тытрĕ. Районти 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ачасемлĕ 24 çемьене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсем панă. Умри тĕллевсем те пĕчĕк мар-ха: Шăхачра тĕслĕхлĕ фельшерпа акушер пункчĕн, йышăну пỹлĕмĕнче травма пункчĕн строительстви малалла пырать. "Ял тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн района тата çамрăк тухтăрсем хутшăнмалла. Медицина ĕçченĕсен тỹлевне те ỹстерме палăртнă. Сывлăх сыхлавĕн ку чухнехи информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртесси малалла пымалла. .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)