04 февраля 2015 г.
РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕ ырă та кăмăллă хыпарпа вĕçленнĕ. Шăнкăртамра пурăнакан Ильнар Минсеитовичпа Энисэ Минкадировна Вахитовсен çемйине харăсах икĕ пăхаттир хутшăннă. Çут тĕнчене килнĕ арçын ачасен ячĕсем те пĕр пекрех янăраççĕ: Илсаф тата Инсаф. Пĕрремĕшĕ "таса" тенине пĕлтерет-мĕн, иккĕмĕшĕ вара _ "тỹрĕ кăмăллă". Ашшĕпе амăшĕн чун тĕпренчĕкĕсене сывă та тĕреклĕ çитĕнтерме, тивĕçлĕ воспитани пама, тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем тума сывлăхĕпе вăй-хăвачĕ çиттĕрех. Вĕсем çăмăл алăллă пулсан, тен, качака çулталăкĕнче йĕкĕрешсем те çине-çинех çуралĕç....
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)