04 февраля 2015 г.
РАЙОНТИ шалти ĕçсен пайĕ урлă кашни çулах сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ те патвар яш-кĕрĕм Раççей шалти ĕçсен министерствин аслă шкулĕсене вĕренме каять. Районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмри специалист, шалти ĕçсен службин лейтенанчĕ Н. Андреев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра та хăйсене пур енĕпе те шанчăклă туякан каччăсем Хусанти юридика институтне, Чулхулари академие "Правоохранительная деятельность" специальноçпа вĕренме кайма пултараççĕ. Курсантсен çăмăллăхĕсем те сахал мар, уйăхсерен шалу тỹлеççĕ тата ытти те. Анчах та ЕГЭ результачĕсем лайăх пулни çеç çителĕксĕр иккен. Çамрăксем физкультура тĕлĕшĕнчен епле çирĕппине тарăн тĕпчеççĕ. Çавăнпа та право хуралĕн сотрудникĕ пулма çăмăлах та марри паллă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)