04 февраля 2015 г.
Иртнĕ эрнере районта Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ _ надзор тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн управлени начальникĕ Николай Петров пирĕн районта пулнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2015 çулхи пушар хăрушлăх çулталăкне мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланнă, 26-мĕш пушар чаçĕн, (ỹкерчĕкре) Первомайскинчи ирĕклĕ пушар командипе Туçари пушар хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, вут-кăварпа сиксе тухнă инкексем йышлă пулнă ял тăрăхĕсене çитсе вырăнти халăхпа калаçусем ирттернĕ, çынсене пушар темипе хатĕрленĕ памяткăсем панă. Сăмах май, февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта тăватă пушар пулнă (2014 çулта _ 1), вĕсенче пĕр çын вилнĕ (2014 çулта _ 0), 255000 тенкĕлĕх тăкак пулнă (2014 çулта _ 60000).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)