04 февраля 2015 г.
Кăçалтан Раççейре пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине çĕнĕлле шутлаççĕ. Пенси фончĕ кашни çыннăн çулталăкри коэффициентне уйрăм палăртать. Мĕн чухлĕ пухăнса пынине вара "Страховани тунă çыннăн уйрăм кабинечĕ" ятарлă электронлă сервисра пĕлме пулĕ.
Унта мĕнле кĕмелли çинчен сăмах пычĕ те ĕнтĕ Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляюшийĕ Р. Кондратьева районсенчи пенси фончĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕсен специалисчĕсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе, ветерансен канашĕн ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ видеоканашлура. "Страховани тунă çыннăн уйрăм кабинетĕнче" çырăнма кăткăсах та мар. Раççей пенси фончĕн сайтĕнчи электронлă сервиса кĕмелле те çак страницăна пусмалла. Унта мĕн ыйтнисене çырса памалла. Килтен тухмасăрах тума пулать çак ĕçе.
Кăçалтан пенсисене "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунпа шутлаççĕ, Унпа килĕшỹллĕн пенсие хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула çитсен, арçынсем 60 çула çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ _ страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла, ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕ 30тан кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффициента кашни çын ĕç укçине икĕ пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать.
Çак кăтартусене тапхăрăн-тапхăрăн кĕртеççĕ. 2015 çулта ватлăхра паракан страховани пенсине тухма страховани стажĕ 6 çул, пенси коэффициенчĕн калăпăшĕ 6,6 кая мар пулмалла. 2025 çултан вара çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать.
Тивĕçлĕ кану ỹсĕмĕ тĕлне 15 çул страховани стажĕ тата пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕсен сумми 30-тан сахалрах пулсан страховани пенсине памалли вăхăта каярах хăвараççĕ е социаллă пенсипе хĕрарăмсене _ 60 çула, арçынсене 65 çула çитсен тивĕçтерме май пур.
Çавăнпа та граждансен пенси çинчен маларах шутламалла. Пурин те пĕлсе тăмалла _ пенси коэффициентне официаллă шалу укçинчен шутлаççĕ. Хăш-пĕр организацисем налук тата страховани взносĕ сахалрах тỹлес тесе официаллă шалăва ĕç укçин чи пĕчĕк виçе шайĕнче кăна кăтартаççĕ, ыттине конвертпа тỹлеççĕ. Унсăр пуçне ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлекенсем те сахал мар. Кун пек чух граждансен ĕç пенсийĕ çине тухма ирĕк пулмасть.
Çĕнĕ йĕркепе социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене пенси шутлама стажа кĕртеççĕ, вĕсемшĕн коэффициент хушса параççĕ. Ку вăл салтакра службăра тăни, ачана 1,5 çула çитиччен, инвалид ачана тата 80 çула çитнĕ ватта пăхнă тапхăрсем.
Пенси фончĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать _ граждансем 2015 çулччен ĕçленĕ тапхăра коэффициент çине куçарса харпăр-хăй лицевой счечĕ çине шута илет.
Пенси калăпăшне мĕн пур коэффициента унăн хакĕ çине хутласа тупаççĕ. Унсăр пуçне кашнине çирĕплетнĕ тỹлев хушаççĕ _ кун пек çирĕплетнĕ тĕп виçе хальхи пенси формулинче те пур. Шăпах çаксем çинчен сăмах пычĕ те ĕнтĕ канашлура.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)