04 февраля 2015 г.
Патăрьел районĕ ырă йăла-йĕркепе пуян. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан халăхăн культурипе йăла-йĕркине сыхласа хăварас, вырăнсенче обществăлла инфраструктурăна аталантарас, ял çыннин пурнăçне лайăхлатас, экономикăна тĕреклетес тĕллевпе çулсеренех тĕрлĕрен мероприяти иртет. Тĕп уявсенчен пĕри _ Район кунĕ. Кăçалхипе вăл пирĕн районта саккăрмĕш хут йĕркеленет.
Конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн 2015 çулта уява хутшăнма тăратнă ял тăрăхĕсенчен Ишлĕсем çав ирĕке çĕнсе илнĕ. Вăл кăçал июлĕн 11-мĕшĕнче иртмелле. Вулакана уяв программи пирки тĕплĕнрех каярах пĕлтерĕпĕр. Хальлĕхе вара çакна çеç сĕнме пултаратпăр: кирек мĕнле уяв та юрă-ташăсăр, вăйă-кулăсăр, спортри çивĕч тупăшусăр иртмест. Вăйлинчен вăйлисем хушшинче палăрас тесен, уява маларах хатĕрленме пуçламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)