04 февраля 2015 г.
Спортпа сывлăх декадинче районта тĕрлĕ спорт вăййи сахал мар иртрĕ. Вĕсене ватти те, вĕтти те, çитĕннисем те кăмăлтан хутшăнчĕç. Уйрăмах йăлана кĕнĕ турнирсем ытларахăшне спорт залсене уттарчĕç. Вăйăсем пушă вăхăта усăллă ирттерме май параççĕ, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани илме пулăшаççĕ. Камăн ячĕпе те пулин çыхăннисем вара унăн ятне вилĕмсĕр тăваççĕ. Çакна Первомайскинчи культура çуртĕнче тата шкулта Чечняри вăрçа хутшăннă Юрий Ендеева асăнса волейбол турнирĕ ирттерни те çирĕплетсе парать. Ăна ял тăрăхĕн, шкул дирекцийĕпе вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен, пĕрле вĕреннисен, РФ Айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн "Страж" ятарлă пайĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе 7-мĕш хут йĕркелерĕç.
Çарта десантник пулнă Юрий Иванович. 7 хутчен Чечняна кайнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. Анчах чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, каярахпа та чупас, кĕрешес, йĕл-тĕрпе, велосипедпа ярăнас енĕпе, çынлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрнă. Пурăннă пулсан 41 çеç тултармаллаччĕ те вĕт...
Турнирта 7 команда вăй виçрĕ. Спорта юратакансене Ю. Ендеевăн çарти юлташĕсем _ А. Мальцев, Д. Александров, А. Фролов, И. Пигачев, А. Мясников, А. Антонов _ чылай аса илĕвĕпе паллаштарчĕç. "Вăл пулман-тăк паян эпĕ сирĕн умăрта тăраймастăмччĕ. Манăн шанчăклă юлташчĕ Юра. Çапăçура аманнăскере, мана, сĕтĕрсе тухрĕ",_ терĕ командир çумĕ А. Андреев подполковник.
Çак харсăрсенче ывăлĕн сăнарне кураççĕ Юрăн ашшĕпе амăшĕ Иван Федоровичпа Валентина Степановна. "Страж" ĕçченĕсем волейболла епле вылянине хаклама та хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре Туçари вăтам шкул команди (В. Козлов) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Патăрьел шкулĕн пĕрремĕш команди иккĕмĕш, Комсомольскисен виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç. "Чи лайăх" хỹтĕлевçĕ" номинацире Патăрьелĕнчи Д. Илюткин палăрчĕ. "Чи лайăх бомбардир" ята Анат Туçари А. Астраханцев çĕнсе илчĕ. Çĕнтерỹçĕсене Ю. Ендеевăн çарти тусĕсем, Ирина мăшăрĕ дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
"Юрăна юлашки çула ăсатнăранпа темиçе çул та иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те хама валли ун пек çывăх юлташ тупаймарăм",_ терĕ А. Мальцев капитан. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн ертỹçи А. Краснов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретов, шкул директорĕ В. Чернышов, шкулта пĕр класра вĕреннисем те сахал мар ырă сăмахсем каларĕç. Паттăрлăх вилĕмсĕр пулнине çирĕплетеççĕ вĕсем. Паянхи кун ентешĕмĕр çумра çук пулсан та унран тĕслĕх илмелли сахал мар. Çак шухăш патне тухрĕç чылайăшĕ турнирта.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)