АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрă-хурахран асăрханăр

04 февраля 2015 г.

 Юлашки вăхăтра республика территорийĕнче хваттерсене кĕрсе пурлăха çаратасси, ют машинăсенчен тĕрлĕрен япала вăрласси, кĕсъе телефонĕсене йăкăртасси ỹснĕ. Çав вăхăтрах суя укçасемпе усă куракансем те йышланнă. Çакнашкал хăрушлăх пулни пире те кашнинех шухăшлаттарать, пăшăрхантарать çеç мар, усал ĕçрен çирĕп сыхланма, асăрханма ыйтать. Çавăнпа та килтен аякка тухса кайнă чухне алăксене шанчăклă питĕрмелле, чỹречене е форточкăна уçă хăвармалла мар, кỹршĕ-аршăна кил-çурта пăхса тăма асăрхаттарни те аван.

Ку чухне пирĕн районта та автомашинăсен йышĕ ỹссех пырать. Хăш-пĕр çемьесенче вăл икшер-виçшер те пур. Çавăнпа та автомашина хуçисен те нихăçан та тимлĕхе çухатмалла мар. Унта хаклă таварсене, сумкăна е телефона курăнмалла хурса хăварни _ вăрă-хураха преступлени тума çул уçса паниех. Алăкне шанчăклă питĕрсе хăварман пулсан вĕсем çăмăллăнах машинăри таварсене вăрласа тарма пултараççĕ.

Кĕсъе телефонĕпе çỹрекенсен те питĕ тимлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Ăна çиелти тумтир кĕсйине хума тăрăшмалла мар. Вăл тухса ỹкме те, ăна çăмăллăнах кăларса илме те пултараççĕ. Телефона палламан çынна калаçма ирĕк пани те теветкеллĕхпех çыхăннă.

Вулакансене суя укçа серепине çакланма пултарнине те аса илтересшĕн. Ун пек иккĕленỹ çуралсанах йĕрке хуралне пĕлтермелле, хура ĕçпе çыхăннă çынна ас туса юлма тăрăшмалла. Ун пек чухне полици сотрудникĕсене ĕçлеме те, преступленине уçса пама та çăмăл.

З. КАМАЛЕТДИНОВ, район полицийĕн участковăйсемпе тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ, полици подполковникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика