АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла

04 февраля 2015 г.

 Раççейре инфекциллĕ чирсемпе чирлессин 95 проценчĕ гриппа вируслă инфекци (ОРВИ) çине тиенет. Вĕсемпе çулленех 30 миллиона яхăн çын чирлет. Грипп ачасене ытларах (45-60 процент) ерет теççĕ. Сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла-ха? Ыйту хуравне тупас тĕллевпе районти тĕп больница инфекционисчĕпе А. Черновăпа сăмах пуçартăмăр.

_ Тĕрĕсех. Грипп вирусĕ улшăнса та тăрать тата. Хăшĕн-пĕрин ăна çĕнтерме иммунитет та çитмест. Инфекцине чирлĕ çын сарать. Вăл ỹсĕрет, чихăнать. Чир куллен тыткалакан япаласем урлă те ерет. Инкубаци тапхăрĕ 12-48 сехетпе танлашать. Пĕрремĕш кунах ỹт температури 38-40 градуса çитме пултарать. Пуç, куç шăрçисем, пилĕк, мышцăсем ыратаççĕ. Типĕ ỹслĕк пуçланать, сăмса питĕрĕнет. Тарлаттарать. Грипп çăмăлпа та, йывăррăн та иртет. Ỹпке шыçма пултарать.

_ Антонина Валерьевна, грипран прививка хỹтĕ-лет-и?

_ Чи лайăх мел _ вакцина яртарни. Укол тутарнă хыççăн 3-4 эрнеренех иммунитет çирĕп пулать, вăл çулталăклăха çитет. Çакă 80-90 процент таранах ачасен чирлессине сирсе яма пулăшать. Аслисемшĕн те усăллах. Чир тапăнас пулсан та çăмăллăн çĕнтерме пулать.

_ Хăш вакцинăсемпе эмелсем усăллăрах-ши?

_ Раççейре кăларнă Грипполпа Гриппол Плюс вакцинăсем иммунитета та ỹстереççĕ. Вируссем сывлав органĕсене сăмса урлă лекнĕрен Гриппферон, Интерферон, Деринат тумламĕсене ямалла. Иммунитета ỹстерме ИРС-19, Имудон, Бронхомунал, Рибомунил сĕнме пулать. Иммунал препарат лайăх. Вĕсемпе пĕрлех чире хирĕç тăма организма пулăшакан поливитаминсем ĕçмелле. Тепĕр чухне килте пуррисемпе анлăн усă курмалла. С витамин йỹçĕтнĕ купăстара, лимонра, шур çырлинче, кивинче, мандаринра, апельсинра, грейпфрутра ытларах.

_ Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла-тăр ĕнтĕ.

_ Паллах. Çителĕклĕ çывăрмалла, канмалла, уçă сывлăшра пулмалла, тутлăхлă апатланмалла. Пỹлĕме уçăлтарсах тăмалла. Чирлĕ çыннăн сăмсине хупласа çỹремелле. Алла супăньпе çусах тăмалла. Çын йышлă çỹрекен вырăна тухассинчен пăрăнмалла. Чир палли пулсанах врача чĕнмелле. Унăн сĕнĕвĕсем сипленме пулăшаççех. Шĕвек нумайрах ĕçмелле. Вăл температурăна чакарать. Вируса хирĕç тăма пултаракан препаратсемпе усă курмаллах. Мĕн хушнине пурнăçламалла. Хăвăра сывалнă пекех туятăр пулин те эмелсене хушнă таран ĕçмеллех

. _Çемьере чирлĕ çын пулсан...

_ Ăна уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла. Савăт-сапи те хăйĕн пултăр. Чирлĕ çынна çие юлнă хĕрарăм пăхмалла мар. Грипп хăрушă чирсен шутнех кĕрет. Вăл ан çулăхтăр тесе патшалăх сахал мар тăрăшать. Анчах кашни çын хăйĕн сывлăхĕ патне çителĕклĕ тимлĕх уйăрмасан кирек хăш пулăшу та витĕмлĕ пулаймĕ.

_Хамăр сывлăха хамăрах упрамалла эппин.

_ Çапла.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика