АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прививка инфекцинчен хỹтĕлет

04 февраля 2015 г.

Çакна кашни ачан ашшĕ-амăшĕ пĕлмелле. Унсăрăн полиомиелитран, хаяр ỹслĕк чирĕнчен, дифтеринчен, столбнякран, В гепатитран, туберкулезран, хĕрлĕ шатраран, хăлха парĕсен шыççинчен чĕрĕлсе те пĕтеймĕпĕр.

Этемлĕх шатра чирне прививкăсене пула çеç пĕтерейрĕ. Маларах унпа мĕн чухлĕ çын нушаланнă! Вилекенсем те сахалăн пулман.

Вакцинăпа профилактика тăвасси _ патшалăх шайĕнчи задача. Наци календарĕпе килĕшỹллĕн илсе пыраканнисем тỹлевсĕр те. Вĕсене ачасене медицина ĕçченĕсем каланă вăхăтра тутарса пымаллах. Пĕрне е тепĕрне сиктерни хăрушă инкек патне илсе çитерме те пултарать. Акă полиомиелитран вăхăтра хỹтĕленмесен ача ленчешкеленсе каять. Сусăрланасси те аякра тăмĕ.

В гепатитран прививка тутармасан вилме те пулать. Пĕвер ракĕ е цирроз пуçланма пултарать. Туберкулезпа дифтери те хăрушлăх кăларса тăратаççех. Хаяр ỹслĕк чирĕ ỹпке шыççине аталантарать, тытса пăрахать. Столбняк вăхăтĕнче шăнăр туртса хутлатать. Нерв системи сиенленсе сывлăш пỹлĕнет, чĕре мышцисем хытнăран кĕтмен инкек патнех çитме пулать.

Ача чухне хĕрлĕ шатра чирĕ çăмăлрах та иртсе кайма пултарать. Анчах чирлисенчен вăл йывăр çын хĕрарăмсене лекес хăрушлăх пур. Ỹтре ỹтленнĕ чун вара айăплă çуралма е вăхăтсăр çут тĕнчене килме пултарать.

Прививкăна кашни ача тĕрлĕрен ирттерет. Вăл вăхăтра ỹт-тир температури ỹсме пултарать. 38 градусран пысăкрах пулсан врача чĕнмелле. Хăш-пĕр ача йĕме пăхать, канăçсăрланать, ыйхи пăсăлать, апата тиркет. Çавăнпа та прививка тăвас умĕн е ун хыççăн ачасене халиччен çимен апата памалла мар. Сивĕ тивесрен хỹтĕлемелле. Ытлашши ăшă та тытма юрамасть. Ют çынсемпе хутшăнасран та пăрăнмалла.

2014 çулхи прививкăсем тăвасси мĕнле пурнăçланса пынине илес пулсан хăш-пĕр кăлтăксем пур. В гепатитран, хĕрлĕ шатраран, паротитран пăрăнса юлакансем тупăнкаларĕç. Çулталăкченхи ачасене профилактика тăвасси Тутар Сăкăт тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче пĕчĕкрех.

Прививка туни инфекцинчен хỹтĕлетех. Çавăнпа ăна нихăçан та хирĕçлемелле марах. Ача пурнăçĕпе, сывлăхĕпе ан теветкелленĕр.

И. ЛЕКАРЕВА, район больницин педиатрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика