04 февраля 2015 г.
Апат çиме ларсан е уяв сĕтелĕ хушшинче хамăр мĕн тутанса пăхнине нихăçан та шутласа пăхмастпăр эпир. Хăшĕ-пĕри сывлăхшăн çав тери хăрушă пулнине шута та илместпĕр. Медицина рак чирне пуçарма пултаракан питĕ сиенлĕ апат-çимĕçсем пирки тахçантанпах тĕпчет-ха. Мĕнлисем-ха çаксем, вĕсемсĕр пурăнма пултараятпăр-и? Эппин, чарăнса тăрар-ха тĕплĕнрех.
Кăкăр шыççине хăшĕсем пуçарса яма пултараççĕ-ха?
Выльăх-чĕрлĕх çăвĕсене ытлашши çимелле мар. Уйрăмах ĕне-выльăхăннипе сайрарах усă курмалла. Çулă сĕт те сиенлĕ. Çавна май экстрогенсем нумайланаççĕ. Пĕтĕм апатăн 40 процентĕнче çу пулни кăкăр ракне аталанма пулăшать.
Ỹт-пỹ тулни те сиенлĕ. Пилĕк 88 сантиметртан ытлараххисен мĕн çисен усăллăраххи пирки шутласа пăхмалăх пурах. Т
ире те ракран хỹтĕлемелле. Çавăнпа та хĕвелтен хỹтĕлекен кремсемпе усă курмалла. Вĕсене куллен сĕрĕнмелле. 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен нумайлăха хĕвел çутине тухассинчен асăрханмаллах. Пусмаран çĕленĕ, ỹте сывлаттаракан вăрăм çанăллă кĕпе е кофта тăхăнмалла. Пуç çинче шĕлепке пулни вырăнлă.
Тур паллисене сиенлесен е вĕсен тĕсĕ улшăнсан онколог патне каймалла. Врач патне мĕн чухлĕ иртерех çитетĕн, çыннăн пурăнас кун-çулĕ çавăн чухлĕ вăрăмрах пулĕ.
В. ФРОЛОВ, район больницин врач-онкологĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)