04 февраля 2015 г.
Ача çуратасси çинчен мăшăрсен маларах шутламалла. Мĕншĕн тесен сывă ывăл-хĕр алла илес тесен ашшĕ-амăшĕ сывă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах çамрăксен терапевтпа акушер-гинеколог патĕнче тĕрĕсленмелле. Чир тупăнсанах сипленмелле.
Çие юличчен 3-4 уйăх маларах мăшăрсен витаминсем, йод препарачĕсем, фоли кислоти ĕçмелле. Çак тапхăрта сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла: эрех-сăра ĕçмелле мар, пирус туртассинчен пăрăнмалла. Кун йĕркине çирĕплетмелле. Çителĕклĕ çывăрмалла, тĕрлĕ апат çиме тăрăшмалла, чир-чĕртен сыхланмалла терĕмĕр.
Çие хăварас шухăшлă хĕрарăмăн хăйĕн пурнăçне савăнăçлă самантсемпе пуянлатмалла. Ырă шухăш-кăмăллă çыннăн организмĕ те çирĕп пулать.
Енчен те мăшăрăн çемье хушас шухăш çук пулсан лайăх сыхланмалла. Шутласа туман утăм час-часах хырăм пăрахасси патне илсе çитерме пултарать. Аборт туни вара çын вĕлернипе танлашать. Çав вăхăтрах хĕрарăм организмне пысăк сиен кỹрет.
Юлашки вăхăтра 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем сыхланма манаççĕ курăнать. Çавăнпах вĕсен хушшинче хырăм пăрахакансем нумай. Çие ан юлтăр тесен сыхланмалли меслетсем пурах. Акă, презерватив тĕрлĕ чир-чĕртен упрать. Унсăр пуçне гармон эмелĕсем ĕçме, спираль лартма, стерилизаци тума пулать. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен хĕрарăмăн тухтăрпа канашламалла.
Шухăша анлăлатса малалла хăш-пĕр цифрăсем илсе кăтартам-ха. Хальхи вăхăтра çуралакан 100 ача пуçне Раççейре 73 аборт тивет. Демографсем шутласа пăхнă тăрăх, ХХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче 90 миллион ытла хырăм пăрахнă. Блокадăри Ленинградра та хальхи Питĕртинчен ача ытларах çуралнă. Çỹçенмелли кăтартусем мар-и?
Хальхи вăхăтра ку енĕпе куçа курăнман "вăрçă" пырать. Амăшĕсен варĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕксене кун çути кăтартмаççĕ. Чунтан-вартан юратмалли, упрамаллискерсене пĕр шеллемесĕр мăшкăлтăк витрине пăрахаççĕ.
Пĕр çын тепĕр çынна вĕлернине илтсен пурте тарăхаççĕ. Анчах та аборта çỹрекенсем пирки пăшăрханнине илтме çук. Хырăм пăрахакан хĕрарăмсем чылайăшĕ мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ. "Юн чăмаккинчен çеç хăтăлатпăр", теççĕ. Хĕрарăмăн çие юлсанах (18 кунтан, 4 кун менструаци килмесен) пĕчĕк тĕпренчĕкĕн чĕри тапма тытăнать. 7 эрнерен шалти органĕсем ĕçлеме тата тулашри ỹт пайĕсем палăрма тытăнаççĕ. Пуç мимийĕ ĕçе пикенет, куç, сăмси, чĕлхе, çăварĕ пур. Ачан скелечĕ çитĕнет, вăл хускалма тытăнать. Юн системи ĕçе пикенет, группи те паллă.
11-12 эрне тĕлне пĕчĕкçĕ этем пуçне пăркалама, питне пĕркелентерме, чышкине чăмăртама, çăварне шыраса тупса пỹрнине ĕмме пĕлет. Пĕчĕк тĕпренчĕкре уйрăм пурнăç амăшĕн çие юлнă самантранах пуçланать. Анчах та ăна хĕрарăм пĕлмест. Вăл унран хăтăлма шутлать. Çавăнпа та çак утăм патне çитиччен тĕплĕн шутламалăх пурах. Çуратас мар тесен сыхланни вырăнлах.
Н. СУГУТСКАЯ, врач-гинеколог
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)