АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФСК алăкĕсем пуриншĕн те уçă! Ан ỹркенĕр çеç!

11 февраля 2015 г.

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ физкультурăпа спорт комплексне хĕллехи сивĕ кунсене пăхмасăрах йышлă халăх çỹрет. Пĕрисем ФСКана ятарласа бассейна ишме килеççĕ, теприсем тренажер залĕсенче хул-çурăмне тĕреклетеççĕ тата ытти те. Кунта тăтăшах тĕрлĕрен вăйă турнирĕ те иртет. Урăхла каласан, шăплăх та тунсăх хуçаланмасть темелле.

Кăрлач уйăхĕнче çеç спорт комплексĕн çăмăллăхĕсемпе вунă пин ытла çын усă курнă. Çамрăксемпе вăйпиттисем хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнисене курма та кăмăллă. Г.Чинахова, М. Волкова, М. Фомина, В. Федорова тата ытти пенсионерсем _ яланхи хăнасем. Çемйипех сывлăхшăн кар тăракансенчен вара Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Цветковсене, Патăрьелĕнчи Перепелкинсене, Бармаковсене, Ефимовсене асăнма пулать. Шкулсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Хирти Пикшикри, Туçари вăтам шкулсем ыттисемшĕн уйрăмах кăтартуллă пулнине палăртмалла. Спортпа сывă пурнăç йĕрки _ сывлăхшăн чи кирли. ФСК алăкĕсем вара пуриншĕн те уçă!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика