АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче _ хаксем

11 февраля 2015 г.

Февралĕн 9-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Премьер-министр планеркăна наградăран пуçланă. Саккунлăха çирĕплетес, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Ен прокурорĕ пулнă Владимир Метелина "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă. Тивĕçлĕ указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев февралĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă.

ОРВИ тата грипп чирĕсемпе çыхăннă лару-тăру çинчен вице-премьер _ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каласа панă. Январĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 5-мĕшĕччен республикăра асăннă чирсемпе 12 пин ытла çын чирленине шута илнĕ. Ытларахăшĕ _ 17 çулчченхи ачасем. Пĕр эрне маларах пулнă кăтартупа танлаштарсан чирлесси республикăра 62,7 процент хутшăннă. Вирус малалла сарăласран сыхланас, ачасен чир паллисене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе ача сачĕсене тата шкулсене кулленхи медицина тĕрĕслевне вăйлатнă, пỹлĕмсене дезинфекци тăваççĕ, тивĕçлĕ мониторинг йĕркеленĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен (ял хуçалăх продукцийĕ, ятарлă списока кĕртнĕ эмелсем) хакĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, вице-премьерсем _ ял хуçалăх тата сывлăх сыхлавĕн министрĕсем Сергей Павловпа Алла Самойлова пĕлтернĕ.

С. Павлов ял хуçалăх тата промышленноç таварĕсен 26 позицийĕн хаксен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх _ çулталăк пуçланнăранпа сĕт, унтан хатĕрленĕ продукци, чăх çăмартин хакĕсем пĕр шайра тăраççĕ. Аш-какай, пахча çимĕç сегментĕнче хаксем ỹснĕ, çавăн пекех тулă çăнăхĕ, çăкăр-булка изделийĕсем кăшт хакланнă.

В. Аврелькин палăртнă тăрăх _ Чăваш Енре чылай апат-çимĕç хакĕ кỹршĕ регионсенчи шайран йỹнĕрех. Вырăнти производительсен продукцине тỹрремĕнех суту-илỹ сетьне парассине йĕркелеççĕ, хамăр патра çитĕнтернĕ купăста, йỹнĕрехскер, "Смак", "Сахарок", "Шубинский" лавккасенче пур ĕнтĕ. Пахча çимĕçе çавăн пекех посредниксемпе çыхăнмасăр, тỹрремĕнех производительсенчен "Йỹнĕрех туян!" ярмăрккасенче туянма пулать.

Эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсем çинчен А. Самойлова пĕлтернĕ. Кризиса хирĕç мероприятисемпе килĕшỹллĕн медицина тата фармацевтика ĕçче-нĕсемпе, халăхпа тивĕçлĕ ăнлантару ĕçне пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сиплевре ют çĕр-шывсенче туса кăларнă эмелсен хамăр çĕр-шыври йỹнĕрех аналогĕсемпе усă курни вырăнлă. Унсăр пуçне халăха патшалăх тĕрĕслесе тăракан çирĕплетнĕ хаксемпе сутакан эмелсем çинчен ăнлантарса парас енĕпе ĕçлеççĕ. Аптекăсенче чи малтан кирлĕ эмел препарачĕсен витринисене йĕркелеççĕ. "Фармация" тытăмĕнчи мĕн пур аптекăра февралĕн 10-мĕшĕ тĕлне çавнашкал витринăсем йĕркелемелле пулнă.

Спорт министрĕ Сергей Мельников Пĕтĕм Раççейри "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2015" чупу мĕнле иртни çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх _ йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвне хутшăнакансен шучĕ çуллен пысăкланса пырать. Кăçал çак мероприятие хутшăнса чăваш Енре 51 пин ытла çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă.

"Хыпар" хаçатран.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика