АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015" массăллă чупу иртрĕ

11 февраля 2015 г.

Вырсарни кун, нарăсăн 8-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ытти çĕрти пекех, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2015" массăллă чупу шăп та лăп 12 сехетре старт илчĕ. Йăлана кĕнĕ спорт уявне яланхиллех сывă пурнăç йĕркине хапăллакансем, физкультурăпа спорта чун-чĕререн парăннисем хастар хутшăнчĕç.

Малтанхи кунхине шартлама сивĕ питрен-куçран самаях чĕпĕтрĕ пулин те, чупу кунхине çанталăк шăпах йĕлтĕрçĕсемшĕн суйласа илнĕ тейĕн: хĕвелĕ кăмăла çĕклет, уяр çанталăкĕ хавхалантарть, çав вăхăтрах илемлĕ те юрăхлă çеç сивĕ спортсменсене йĕлме йĕлтĕре хăвăртрах та хăвăртарх шутарма хистет. Çак кунхине районĕпе тăватă пине яхăн спортсмен хĕллехи спорт ăмăртăвне хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче кĕçĕн класра вĕренекен ачасенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва кайнă уйрăм хастарсем те пулчĕç. Чупу кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕ.

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта йĕркеленĕ чупăва уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, райпо председателĕ П. Перепелкин тата ытти организаци-предприяти ертỹçисем те хутшăнчĕç, кашниех спортсменсене ăнăçлă старт тата кăмăллă финиш сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтанах йĕлтĕрсене VIP- чупăва хутшăнакансем сырчĕç. Вĕсен хушшинче район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа юнашарах унăн çумĕсем _ М. Калмыковпа В. Осипов_ "Россельхозбанкăн" районти филиалĕн ертỹçи Р. Селиванов, райпо председателĕ П. Перепелкин, райадминистрацин пай пуçлăхĕсем, ытти ертỹçĕсем хутшăнни массăллă чупăва хапăл тунисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулчĕ. Финиша чăн малтан банк ертỹçи Рудольф Селиванов талпăнса кĕнинчен вара куракансем тĕлĕн-мерĕç-тĕр. Хастар спортсмен кашни ăмăртурах хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Район ертỹçи малтисенчен пĕри пулни те пуриншĕн ырă тĕслĕх. Сăмах май каласан, Николай Иванович районта çакнашкал массăллă чупу йĕркеленнĕренпех çулсерен йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать. Нумай пулмасть çеç вăл Кăшарни праçникĕнче вакра шыва кĕрсе тухнăччĕ. Çак йăлана та çирĕп пăхăнать кăлава. "Шыва кĕнĕ хыççăнхи туйăма нимĕнпе те танлаштарма çук. Пĕтĕм çан-çурăм пĕçерет, хăвна çĕнĕрен çуралнăн туятăн, пурăнас килет. Паян Раççей халăхĕпе пĕрле чупăва хутшăнни те пысăк хавхалану кỹрет. Спорт çынна вăй-хăват парнелет, ырă кăмăл-шухăш çуратать",_ пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Н. Глухов стадионти пĕр çаврăма ăнăçлă чупса кĕнĕ хыççăн.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2015" чупăва илем кỹрекеннисем _ кĕçĕн класра вĕренекенсем пулчĕç-тĕр. Йĕлтĕрне итлеттерейменрен вĕсем такăнса та ỹкрĕç, йăвана-йăвана та кайрĕç, çапах та кашниех финиша тулли кăмăлпа килсе кĕчĕç. Старта тăнă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ильфат Халитов корреспондент умĕнче савăнăçне пытараймарĕ. Иккĕмĕш класс ачи пĕлтĕр те çакнашкал чупăва хутшăннă-мĕн. Опыт пур темелле! Йăнăшмарăмăр: пулас спортсмен ывăннине кăтартмарĕ, 400 метрлă дистанцие хыçа хăварса малтисен йышĕнче финиша çитрĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен чупура тĕрлĕ ушкăнсенче ытларах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкул спортсменĕсем конкурентсем пулчĕç, яланхиллех пĕринчен тепри иртсе кайса тупăшрĕç. Вăйлисенчен вăйлисене вара пьедестал çине хăпартрĕç, Хисеп грамотисемпе пĕрлех парнесем парса хавхалантарчĕç.

Организаципе предприятисенче ĕçлекен хĕрарăмсемпе арçынсен тупăшăвне пăхма та кăмăллă пулчĕ. Хăшĕ-пĕри мала тухассишĕн мар, ăмăртура çынпа пĕрле чупассишĕн ăнтăлни те паха. Пурте спортсмен та пулаймаççĕ, ГТО нормине те тултараймаççĕ. Çак шухăша йышăнмаллах. Анчах мероприятие кăмăлтан хутшăнни, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса çынсемпе пĕрле пулни паха. Массăллă чупăва хутшăнман хăш-пĕр коллективсен çакна малашлăх валли шута илмеллех.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика