АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔçНЕ КУРА _ ХАКЛАВĕ

11 февраля 2015 г.

Культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн конференцийĕ иртрĕ. Иртнĕ пилĕк çулхи ĕç-хĕл çинче малтанах унăн председателĕ Н. Мазякова чарăнса тăчĕ. Отчетлă тапхăрта лайăххи сахал мар пулнă. Культура ĕçченĕсем коммуналлă çăмăллăхсемпе уйăхсерен усă курма пултарнинче профсоюзăн тỹпи пурах. 9 çынна Раççей Федераци шайĕнчи Хисеп грамотисемпе чыслани савăнтарать. Вĕсем тивĕçлĕ канăва тухсан ĕç ветеранĕсемпе тан çăмăллăхсемпе усă кураççех. Раççейри культура ĕçченĕсен кăкăр çине çакмалли паллине пĕр çын илни те паха. 2010 çулта ведомство тата патшалăх наградисене 11 хастар, 2011 çулта _ 34, 2012 _ 37, 2013 _ 46, 2014 çулта 45 çын тивĕçнĕ. Виççĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята илнипе хăпартланмаллах. "Ĕç ветеранĕ" ята пиллĕкĕн илнĕ. Чăваш Республикинчи профсоюз канашĕн Хисеп грамотине 7 çынна памалла тунă.

Чăваш Республикинче кăçалтан 37,5 çул ĕçленĕ хĕрарăмсене, 42,5 çулпа арçынсене "Ĕç ветеранĕ" памалла тунинче те профсоюзăн тỹпи пурах.

Иртнĕ отчетлă тапхăрта профсоюзра 266 çын тăнă. Ку хутĕнче вара йыш 225 çынпа танлашнă. Сăлтавĕ кунта ĕçлекенсем профсоюзран пăрăнма шут тытнинче мар. Хăш-пĕр çĕрте тивĕçлĕ канăва тухнисем вырăнне урăххисене илмен, штатсене кĕскетнĕ. Çав вăхăтрах пĕр культура çурчĕ те, библиотека та хупăнман. Реструктуризаци халĕ те пырать. Библиотекăсемпе культура çурчĕсене каллех пĕрлештерчĕç.

Отчетлă тапхăрта вырăнсенчи кашни профсоюз организацийĕ тивĕçлĕ ĕçлеме тăрăшнă. Çакна профсоюз райкомĕ сăнасах тăнă. Акă клубсемпе культура çурчĕсенче ĕçлекенсем Шупашкарта "Чун кĕвви" спектакль курнă, В. Ситован пултарулăх каçне хутшăннă. Хусанти "Аквапаркра" пулнă. Туçа, Первомайски, Тăрăн, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи ташă-юрă ăстисем каллех тĕп хуламăра çитнĕ. Библиотека ĕçченĕсем Шуршăлти космонавтика тата Шупашкарти художество музейĕсенче пулнă тата ытти те.

Культура ĕçченĕсемшĕн Культура çулталăкĕ йĕрсĕр иртмерĕ. Юрă-ташă ăстисем пĕр культурăллă мероприятинчен те юлмаççĕ. "Акатуй-Сабантуйра" тĕп сцена çинчен анмаççĕ вĕсем. Республика кунне районта уявланă чухне те палăрчĕç.

Отчетлă тапхăрта ташăпа юрă ăстисен коллективĕсен миçе концерт лартнине шутласа та кăлараймăн. Фольклор ушкăнĕсем район, республика тулашĕсенчи фестивальсемпе конкурссене тухса çỹрерĕç. Тулай чăвашĕсем патне çитсе курчĕç. Вĕсен ĕçне çутатасси вара "Авангард" хаçат ĕçченĕсем çинче тăчĕ. Коллективсен пултарулăхне анлăн кăтартнипе пĕрлех вĕсем культура енне утăмлакан ачасен, çак отрасле туртăнакан çамрăксен, халăх йăли-йĕркине ламран лама куçарса пыракан ватăсен çитĕнĕвĕсене вулакансем патне çитерсех тăчĕç. Отчетлă тапхăрта профкомсем ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăннине, А. Николаев палăкне уçас ĕçе тỹпе хывнине, Çĕрпỹ районĕнчи инкеке лекнĕ пĕр яла пулăшу пама явăçнине, Турă амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве тума укçа куçарнине те палăртрĕ райком председателĕ. "Амура пулăшар!", "Русфонд ачисене тимлĕх уйăрар" тата ытти акцисенчен аякка юлман профсоюз членĕсем.

Республикăри профсоюз ĕçченĕсем хушшинче пуçарнă конкурссене те хутшăнсах тăнă Юхма енсем. "Чи лайăх коллективлă килĕшỹ" тăвассипе пуçарнинче пĕринче культурăпа кану, тепринче районти "Авангард" хаçат, виççĕмĕшĕнче библиотека ĕçченĕсем малти вырăнсене çĕнсе илсе призлă пулнă.

Кашни организацинчех календарьпе çыхăннă уявсене палăртаççĕ. "Районти чи лайăх культура ĕçченĕ" конкурса çулленех йышлăн, çĕнĕрен çĕнĕ çынсем хутшăнаççĕ. Ваттисен, сусăрсен кунĕсене, ветерансене коллективсене чĕнеççĕ. Юбилярсене чысласси те хăй йĕркипех пырать.

"Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", теççĕ. Ку енĕпе кỹршĕллĕ районсен профсоюз райкомĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тухса çỹренĕ. Республикăра иртекен семинарсене сиктермен. Профсоюз райкомĕ ирттернĕ 39 ларура ĕçе тĕллевлĕ туса пырас тĕлĕшпе кирлĕ мероприятисене палăртса пурнăçа кĕртнĕ. 42 çынна пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу кỹнĕ. 6 çемьере ача çуралнине чысланă. 3 çынна сывлăхне сиплеме укçан пулăшнă. Ветерансен 9 çемйине хавхалантарнă.

Отчетлă тапхăрта культурăна ăста кадрсем килни те савăнтарать. Унчченрех клубсемпе культура çурчĕсен алăкĕсене медицина ĕçченĕсем е урăх професси çыннисем уçнă пулсан, халĕ аслă пĕлỹ илнĕ специалистсем кану каçĕсем йĕркелеççĕ. Педагогсем çак ĕçе кỹлĕнни те савăнтарать.

_ Пуçламăш профсоюз организацийĕсенче (библиотека, клуб учрежденийĕсен, ачасен ăсталăх шкулĕн, районти "Авангард" хаçат ĕçченĕсем хушшинче) отчетпа суйлав пухăвĕсем йĕркеллĕ иртрĕç.

Профкомсен ĕçне тивĕçлипе хакларĕç. Çĕнĕ ертỹçĕсене çамрăксене суйласа хăварчĕç. Вĕсенче малашлăх пурах. Кашни организацинчех профсоюз ĕçĕ малашне те кăтартуллă ĕçлессе шанасах килет,_ терĕ вырăнсенчи профсоюз ĕçĕсене пĕтĕмлетсе Н. Мазякова.

_ Отчет анлă тесе каласшăн мар эпĕ. Ăна конференцине хутшăнакан делегатсем сỹтсе явасса, анлăлатасса шанасах килет.

Ревизи комиссийĕн отчетне унăн председателĕ М. Хлебникова турĕ. Сỹтсе явассине вара пĕрле йĕркелерĕç. Сăмах илнĕ Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн директорĕ Л. Сеприханова, Первомайскинчи "Шуçăм" ансамбль ертỹçи В. Фролов, районти культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Овчинникова, райадминистрацин вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ П. Логунова, Вăтаелĕнчи библиотека заведующийĕ Н. Яковлева, районти тĕп библиотека ĕçченĕ Н. Ракова тата ыттисем те профсоюз райомĕн ĕçне вăтам хак парса ĕçри лайăх енсемпе кăлтăксене палăртрĕç. Профсоюз рескомĕн председателĕ С. Демидова Патăрьелĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ республика шайĕнче кăтартуллă ĕçленине, культура ĕçченĕсем хушшинче хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче взнос укçине куçарас ĕçре çитменлĕхсем пуррине, ăна çывăх вăхăтра тишкерсе тухмаллине каларĕ. Культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулма малашне те Н. Мазякованах шанчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика