07 февраля 2015 г.
ÇАПЛА пулса тухнă та çак кунсенче районти гаишниксемпе. Районти ГИБДД начальникĕ А. Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, январĕн юлашки икĕ кунĕнче инспекторсем "Ремень безопасности" тата "Детское удерживающее устройство" операцисемпе рейда тухнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче "капкăна" çакланакансем сахал пулман, вун тăхăр çын ячĕпе пакунлисем протоколсем çырнă. Саккуна пăхăнса вĕсен пурин те штраф тỹлеме тивĕ: пĕрисен пиншер, теприсен вара виçĕ пин таранх.
Районти ГИБДД сотрудникĕсем çав кунсенче пĕрре персех икĕ "кайăка" та çаклатнă темелле. Урăх сăлтавпа тухнă операци вăхăтĕнчех руль умне ỹсĕрле ларса çула тухнă виçĕ водителе медицина тĕрĕслевĕ кăларма тивнĕ. Вĕсен вара чавсине çыртма сăлтавĕ тата пысăкрах: чăн малтанах _ штраф, унсăр пуçне икĕ çул руль умне лараймĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)